Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх плансене палăртрĕç. Елчĕк муниципалитет округĕнче çывăх вăхăтра иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисем çинче округ администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филимонова чарăнса тăчĕ.
Администрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Горшкова округра кăçалхи III кварталта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Мĕн пур категорири хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 2056,3 тоннăпа танлашнă, пур категорире те 26038,4 тонна сĕт суса илнĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ -Территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Алина Смирнова кăçал «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа пурнăçланакан ĕçсем çинче тата ку енĕпе палăртнă 2026 çулхи плансем пирки каласа кăтартрĕ. Кăçал 109 проекта 93,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă. Паянхи куна 83 проект вĕçленнĕ.
Республикăра та, округра та Интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен хур тỹсекенсен йышĕ ỹссех пырать. Çакăн пирки тата халăха ултавран асăрхаттарас тĕллевпе Елчĕкри полици пайĕн участоксенчи уполномоченнăйсен ертỹçи Людмила Егорова тухса калаçрĕ.
Территорисене çỹп-çапран, хыт хураран тасатса тирпей-илем кĕртес ыйту та тимлĕхре пулчĕ.
Е.ПЕТРОВА.

