Ятарлă çар операцийĕнче аманнă пирки тỹлевпе тивĕçтерме ыйтса çырнă заявленисене ноябрь уйăхĕнчен йышăнма пуçлĕç.
Çакăн çинчен Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ. Йывăр аманнă е контузи илнĕ тĕк — 300 пин, çăмăл аманнă пулсан — 150 пин, ỹт-пĕве çĕмĕрнĕ тĕк, анчах çăмăл суранланнă тăк 50 пин тенкĕ параççĕ. Тỹлеве пĕр хутчен çеç тивĕçеççĕ.

