Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2025 çулхи тата планпа пăхнă 2026 тата 2027 çулсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ. Иккĕмĕш ыйтупа Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетнĕ. Ытти çивĕч ыйтусене тишкернĕ.

