Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йышлă пасар тупăшлă

Йышлă пасар тупăшлă

Кĕркуннехи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх ярмăрккине йĕркелесе ирттересси Елчĕк тăрăхĕнче тахçанах йăлана кĕнĕ. Ял хуçалăх продукцийĕпе сутă тăвакан пасара ял хуçалăх предприятийĕсем анчах мар, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те йышлăн хутшăнчĕç.

Кушкăри Александр Чайкин хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ĕçченĕпе Петр Хмелев фермер

Ир вăранма хăнăхнă ял çыннисем, ял хуçалăх ярмăркки пуласси пирки район хаçатĕнче вуласа пĕлнĕрен, ир-ирех Елчĕкри пасар территорийĕнче хĕвĕшме тытăнчĕç. Утă рулонĕсемпе тулса ларнă прицепсем тата иртерех çитнĕ. Хĕл кунĕсенче ĕне выльăха тăрантарма пит кирлĕ çак паха апата туянас кăмăллисем чылаййăн пулчĕç. Сутакансем ăна çынсене килĕсенех çитерсе пама пулчĕç. Утă сутакансем йышлăн пулнăран, вĕсем ăçтан килсе çитнипе кăсăклантăмăр. Çапла майпа кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчен килсе çитнĕ фермерсемпе те паллашма тÿр килчĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсен хакĕпе кăсăкланчĕ. Тюкласа çыхнă утă – 200 тенкĕ, рулонли хаклăрах, паллах. Вырăнти «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕпе Кушкăри Петр Хмелев фермер та утă сутрĕç, хак пирки калаçса татăлма пулни çинчен те систерчĕç. Кирек мĕнле çынпа та пĕр чĕлхе тупма, кăмăллăн калаçма пĕлекен Петр Хмелевăн таварне туянакан та наччас тупăнчĕ. Александр Чайкин фермер хуçалăхĕ вара, вăл та Кушкă ялĕнчен, жом сутрĕ. Килти хушма хуçалăхра ĕне выльăх усракан пĕлет: çак сĕтеклĕ апат рациона пуянлатма пулăшать.

Тĕрлĕрен пахча çимĕçпе кашни çул нÿхреп çăварĕ туличчен саппасланма хăнăхнă хăш-пĕр ял çынни кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăк условийĕнче ăна кирлĕ таран хатĕрлейменнишĕн пăшăрханать. Çавăнпа вĕсем хĕл каçма çителĕксĕр пек туйăнакан продуктсене туянма пасара тухнă.

– Хакланиччен саппасланса юласшăн, – терĕ лайăх паллакан пĕлĕшĕмĕр.

Чылайăшĕ купăста туянасшăн пулчĕ. Тăпрара нÿрĕк сахал пулнăран, кăçал ăна сайра çын ăнтарма пултарчĕ. Лаптăксене çу каçипе лÿшкениччен шыв сапни те пулăшаймарĕ, çут çанталăк вăйне – çĕре витермелле çумăр çунине мĕн çиттĕр ĕнтĕ;

«АСК-Яльчики» ОООн çĕр улмине хапăлласа туянчĕç

Сахал тавар, паллах, хаклă та. Купăстан 1 килограмĕ – 35 тенкĕ. Апла пулин те Курнавăшри Николай Гладковпа Куславкка районĕнчен килсе çитнĕ Иван Семеновăн «Энежъ» хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем сутакан купăстана наччас туянса та пĕтерчĕç.

Пасарта ушкăнпа тăракан хĕрарăмсем Таяпа Энтринчи Владимир Галкин фермера кĕтсе илейменскерсем:

– Кашни çул купăста унран туянаканччĕ, – терĕç. Хальхинче фермер мĕншĕн пасара çитейменнине вĕсене пĕлтерекенсем те тупăнчĕç. Шăрăх çанталăк пулсан та Владимир Галкин фермер тухăçлă купăста çитĕнтернĕ, çакна пĕлнĕ-сиснĕ çынсем ăна ана çинченех туянса пĕтернĕ. Кишĕр, сухан ыйтакансем те пулчĕç.

Аслă Елчĕкри Владимир Чернов фермерăн та хăйĕн яланхи çыннисем пур. Вĕсем килти чăх-чĕпе тăрантарма кашни çул унран тыр-пул туянаççĕ.

– Владимир Федорович сĕнекен тырă пахалăхлă, хакĕпе те ытлашши çапса хуçмасть вăл, – теççĕ вĕсем. Хальхинче те çынсем ăна пасарта кĕтсех илчĕç.

Кăçал çĕр улми те йÿнĕ мар. «АСК-Яльчики» ООО вăрлăхлăх çĕр улмие – Гала сорта 1 килограмне 20 тенкĕпе, Ред Скарлет сорта 25 тенкĕпе, апат-çимĕç валли усă курмаллине 34 тенкĕпе сутрĕ. Çынсем хаклашса тăмарĕç – хăвăрт туянса пĕтерчĕç. Çĕр улми пурин валли тивĕçмерĕ те, ăна тата илсе килсе пама ыйтса хăйсем пурăнакан ялсен ячĕсене пĕрин хыççăн тепри хут çине çыртарчĕç.

Кăмакаран тин пиçсе тухнă çăкăр-булка, ветчина-шăрттан шăрши те сăмсана кăтăкларĕ. Вĕсене пасар кунĕ тĕлне ятарласа пĕçернĕ. Темĕн тĕрлĕ çак тутлă апат-çимĕçе Александр Филиппов фермер ертсе пыракан «Елчĕкри çăкăр пĕçерекен завод» ОООра тата «Прогресс» АХОра пĕçернĕ.

Сăмах май, «Комбайн», «Рассвет», Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсем те пасарта тырăпа, аш-какайпа, люцерна вăрлăхĕпе сутă турĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code