Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 54 çул пĕр сукмакпа

54 çул пĕр сукмакпа

Мăшăрпа пурнăç тăршшĕпех алла-аллăн утни, ача-пăча юратăвĕпе хисепе тивĕçни мĕн тери пĕлтерĕшлине тăнăç кашни çемье тĕслĕхĕпе палăртма пулать.

Вăрăмхăва ялĕнче нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнакан çемьесем йышлă. Вĕсенчен пĕри – Иванпа Людмила Казначеевсем. Телейлĕ мăшăр çемье вучахне 54 çул каялла чĕртнĕ.

Иван Дементьевичпа Людмила Петровна ялти чи хисеплĕ те сумлă ĕç ветеранĕсем. Кил хуçи ĕмĕрне трактористра тăрăшса ирттернĕ. Мăшăрĕ тăван хуçалăхри фермăра пăрусем пăхнă. Ватăсен ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ, ырă кăмăлĕ ăруран ăрăва куçать. Ачисем ăшăлăх парнеленипех кун-çулĕ илемлĕн тăсăлнине туяççĕ аслă ăру çыннисем.

Ванюш тетепе Миля аппа пилĕк ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Аслă хĕрĕ, Лариса, педагог. Тула облаçĕнче тымар янă. Сергейпе Алена кÿршĕ республикăри «Авангард» сахал яваплă обществăра ĕçлеççĕ. Ялтах хунав янăран ашшĕ-амăшне пур енлĕн пулăшса тăраççĕ. Ĕçе каяççĕ-и е унтан таврăнаççĕ – çывăх çыннисен сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Алексейпе Юрий çемйисемпе Пăва хулинче тĕпленнĕ. Мускаври тĕрлĕ стройкăсенче тăрăшаççĕ.

Ватăсем 10 мăнукĕпе, 3 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Казначеевсем канлĕ ватлăхра пулин те алă усса лармаççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче яланах тирпейлĕ те хăтлă. Хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратакансем юрă-ташăра та маçтăр. Иван пиччен чун киленĕçĕ те пур – вăл сăвăсем çырать.

Л.КАЗНАЧЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code