Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вакцинаци. Хăтлăх, тирпейлĕх…

Вакцинаци. Хăтлăх, тирпейлĕх…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе эрнесерен йĕркелекен канашлу ятарлă кун йĕркипе иртет пулин те, тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкересси те тĕп вырăнта.

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ çичĕ кунлăхри пĕтĕмлетÿрен пуçланчĕ. Тĕрĕссипе, кирек мĕнле мероприяти пулсан та, коронавирус, вакцинаци проблеми çиеле тухать. Хальхинче те çаплах. Леонард Левый каланă тăрăх, иртнĕ пĕр эрне хушшинче прививка тутарасси 1 процент çеç ÿснĕ.

Кама, мĕне кĕтетпĕр; Чир вара кĕтмест, сарăлсах пырать. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне районта 643 çын чирленине регистрациленĕ. Ытларах аслă çулсенчи çынсем чирлени паллă. Социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăсен ĕçченĕсем халăхпа тачă çыхăннăран, вакцинаци процесĕнче уйрăмах хастар пулма кирлĕ. Ушкăн иммунитечĕ пулмасан хăрушă амака парăнтарма çуках. Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе 3311 /37,1процент/ çын /2-мĕш компонентпа/ вакцинациленнĕ. Инфекцирен хÿтĕленес тĕллевпе кашни çыннăн, ĕç коллективĕн яваплăха туймалла. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, газ участокĕн, Лаш Таяпари, Кушкăри, Аслă Елчĕкри вăтам шкулсен коллективĕсем ку енĕпе ырă тĕслĕх вырăнне: вĕсенче вакцинаци тутарнисен йышĕ 100 процента яхăн.

Иртнĕ канашлусенчи пекех, суйлава хатĕрленес ыйту та çĕкленчĕ. Участок пÿлĕмĕсене тивĕçлипе йĕркеленисĕр пуçне списоксенчи кашни суйлавçă пирки тĕрĕс информаци пухмалла. «Суйлав кунĕсенче вырăнта пулаççĕ-и;» ыйтупа кулленех тимлемелле.

Шкулсемпе хушма пĕлÿ паракан учрежденисене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрлени çинчен райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова каласа пачĕ. /Тĕплĕнрех паянхи номерте вуласа пĕлме пулать/. Леонард Левый организацисем черетлĕ пĕлÿ çулне кĕме хатĕр, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул вара ыттисемшĕн уйрăмах кăтартуллă пулнине палăртрĕ. Комиссисен йышĕнче Патăрьелти Роспотребнадзор, Елчĕкри полици уйрăмĕсен, пушар хуралĕн, газ участокĕн представителĕсем çулсерен пысăк ĕç пурнăçланă май, Леонард Васильевич вĕсене тав сăмахĕ каларĕ.

Утă уйăхĕн 19-мĕш кунĕнчи канашлура хăтлă, канăçлă пурăнмалли, ĕçлемелли вырăнсем йĕркелес тĕлĕшпе республика шайĕнче смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Унăн малтанхи – районти пĕтĕмлетĕвĕпе райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров паллаштарчĕ. Пултарулăх тупăшăвне хутшăнма 5 номинаципе пĕтĕмпе 44 заявка тăратнă. Çĕнтерÿçĕсем вара – «Чебурашка» ача сачĕ, Елчĕк /икĕ номинацире/, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, Шуршури Федоровсен çемйи регионри конкурсра хÿтĕлĕç район чысне. Уйрăм çемьесенчен çавăн пекех Борисовсене /Патреккел/, Акимовсене /Яманчÿрел/, Албарцевсене /Таяпа Энтри/, Смирновсене /Курнавăш/ тата ыттисене палăртса хăвармалла. Вĕсенчи чечексен илĕртÿлĕхĕ, тирпейлĕх, хăтлăх– пăхса савăнмалăх.

Смотр-конкурса кашни ĕç коллективĕ хутшăнма пултарнă. Çапах та районти культура учрежденийĕсенчен 3-шĕ çеç тăратнă материалсем. Илемлĕхпе юрă-ташă тĕнчине йыхравлакансен кунта та тĕслĕх пулмалла пек. Комиссине хăш-пĕр вĕренÿ организацийĕсем тăратнă материалсен пахалăхĕ те тивĕçтермен.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов вырма ĕçĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе 97 процент утă, 104 процент сенаж хатĕрленĕ. «Сатурн», «Авангард», «Труд», «Победа», «АСК «Яльчики», «Яманчурино» хуçалăхсем тыр-пула пухса кĕртессине вĕçленĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code