Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 65 çулхи тата аслăрах

65 çулхи тата аслăрах

ĕçлекен граждансене коронавирус сарăлнă тапхăрта пысăк тимлĕх уйăрни пирки пĕлтерет Чăваш Республикин Социаллă страхлав фончĕн регионти уйрăмĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Раççейре коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланса тата халăха санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен ятарлă майсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 65 çулхи тата унран та аслăрах ĕçлекен граждансене /страхланнисене/ тата самоизоляци режимне пăхăнакансене 2020 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен ĕçлеме пултарайман хута тĕпе хурса фонд шучĕпе пособи тÿлеççĕ. Пособи илекенсен шутне çулсеренхи тÿлевлĕ отпускрисем тата дистанци йĕркипе ĕçлекен çынсем кĕмеççĕ.

Ĕçлеме пултарайманни çинчен çирĕплетекен хута фондăн регионти уйрăмĕ ĕçпе тивĕçтерекен тăратнă сведенисем тăрăх туса парать. Ĕç паракан çав сведенисене апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа тăратать. Тÿлев ĕçлекен граждансен ĕç укçи илекен счечĕ çине апрелĕн 13-мĕшĕнче куçать.

Ку енĕпе ыйтусем сиксе тухсан фондăн регионти уйрăмĕн хĕрÿ линин 8 /352/ 30-39-09 телефонĕпе шăнкăравласа пĕлме пулать. Çавăн пекех Чăваш Республикин Социаллă страхлав фончĕн регионти уйрăмĕн сайтĕнче паллашма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code