Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван ялшăн çунать чĕре!

Тăван ялшăн çунать чĕре!

Пирĕн вăхăтри çамрăклăх комсомол пурнăçĕпе çыхăннă. Мана, 13 çулхи отряд совечĕн председательне, 1955 çулхи май уйăхĕнче комсомол ретне илчĕç.

Пĕрре те ĕçсĕр ларман эпир. Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсен колхоз ĕнисене кĕтрĕм, хĕлле фермăра кочегарта тăрăшрăм. 1960 çулта Александра Кузьмина аслă зоотехник сĕннипе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме направлени пачĕç, стипенди те тÿлесе тăчĕç. Практика вăхăтĕнче тăван хуçалăхра ĕçлерĕм. Вĕренÿ вĕçленсен те унтах килтĕм – механике лартрĕç.

Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта вĕренекенсене трактор ĕçне те вĕрентрĕм. Вĕсем ятарлă документ илсе производствăн тĕрлĕ участокĕнче тăрăшрĕç. Николай Общин, Владимир Пчелов тата хăш-пĕр вĕренекенсем мĕн пенсине тухиччен механизаторта вăй хучĕç.

Октябрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче 10 яла пĕрлештерсе тăракан «Победа» колхозăн комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Мĕнле кăна ĕç туман-ши ун чухне? Ас тăватăп-ха, 1965 çулхи çулла Шăмалакри шкул çумĕнче пуçласа 4 район ачисем валли кану лагерĕ ĕçлерĕ. Унти пĕтĕм ĕçе тенĕ пек йĕркелеме мана ячĕç.

Вăл çулсенче ялта пурăнакансене паспорт паман. Çавăнпа çамрăксем фермăсенче, машинăпа трактор паркĕсенче йышлăн ĕçленĕ. Вĕсем тата ытти сферăра тимлекенсем хушшинче «Çамрăк коммунист» хаçата çырăнтарассине йĕркелерĕмĕр.

Çулсем иртнĕ май пирĕн организаци лайăххисен шутне кĕчĕ. Тен, çавна шута илсе те, 1966 çулта мана Мускаври «Елочка» кану çуртне ячĕç. Эпир çитнĕ кун Кремль стени умне паллă мар салтака пытарчĕç.

1967 çулхи июлĕн 2-мĕш кунĕнче «Победа» колхозăн хĕрлĕ ялавĕ çинче Ленин орденĕ ялкăшма пуçларĕ. Çак ятпа иртнĕ савăнăçлă митингра çамрăксен ячĕпе мана сăмах пачĕç. Эпĕ хĕрÿллĕ калаçрăм, чĕркуçленсе ялава чуп туса тупа турăм.

Совет влаçĕ 50 çул тултарнă ятпа сарăлнă ăмăртура пысăк çитĕнÿсем тунăшăн организацие ВЛКСМ обкомĕн ĕмĕр упранмалли ялавĕпе чысларĕç, çавăнтанпа комитет райком правипе усă курма тытăнчĕ.

1968 çулхи февральте мана Кушкăри трактор бригадине ертсе пыма шанчĕç. Кунта та яш-кĕрĕмпе ĕçлеме пăрахман. Комсомолецсемпе çамрăксен коллективне, наставниксен юхăмне йĕркелерĕмĕр. 1971-1975 çулсенчи ĕç планĕсене 3 çул та 8 уйăхра пурнăçласа республикăри çамрăк механизаторсене пиртен тĕслĕх илсе тата та тăрăшса ĕçлеме Чĕнсе каларăмăр. Ял хуçалăх техникипе тухăçлă усă курас тата ăна упрас тĕлĕшпе тивĕçлипе ĕçленĕшĕн Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн çулсеренхи участникĕсем пулса тăтăмăр.

Вырăнти профсоюза ертсе пынă тапхăрта кашни çул тенĕ пек çĕршер çын хамăр çĕршыври хуласенче тата чикĕ леш енче курса çÿренине, 60-70-шер çын санаторисемпе курортсенче сывлăхĕсене çирĕплетнине паян та ăшшăн аса илеççĕ.

1980 çулта ялти 6-мĕш комплекслă бригада ертÿçи пулма çирĕплетрĕç. Пĕрремĕш çулхинех коллектив çуракине районта пĕрремĕш вĕçлерĕ, тыр-пул тухăçĕпе вара республикăра та мала тухрăмăр. Çакна çирĕплетекен документсем манăн килти архивра упранаççĕ. Бригада членĕсенчен чи хастаррисем 2 çăмăл автомашина, 3 «Урал» мотоцикл черетсĕр илме пултарчĕç, нумайăшне укçан преми парса хавхалантарчĕç. Çÿлерех асăннă çитĕнÿсемшĕн бригадăна ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне ĕмĕрлĕхе пачĕç. «Чи лайăх трактор бригади» приза илме мана Мускава йыхравларĕç…

Эпĕ 1942 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Атте – Матвей Кириллович – финн тата Аслă вăрçа хутшăннă. «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă ăна. Эпир аттепе пĕр-пĕрне пуçласа 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче курнă. Çавăнпа та маншăн вăрçă аса илĕвĕ чĕрери чи хумхантаракан пулăм.

Эпĕ пуçтарнă материалсем тăрăх хамăр ял çынни Владимир Галошев «Батальон моей Родины» фильм ÿкерчĕ. Тăван ялти кашни кил-хуçалăх çинчен ал çырăвĕ хатĕрлерĕм, ăна халĕ те йĕркелесе пыратăп.

20 çул каялла мана ытти пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле район историне çутатакан «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнеке пухса хатĕрлеме те тÿр килчĕ. Унăн презентацийĕнче эпĕ çапла каланăччĕ: «Тепĕр кĕнеке презентацийĕ район энциклопедийĕ пулĕ!» Чăнах та çапла пулчĕ.

Мĕн сунма пултаратăп-ха эпĕ çитĕнекен ăрăва, часах 80 çул тултаракан ватă?

Эпир те сирĕн пек çамрăк пулнă. Эсир пирĕнтен те ытларах пурăнăр. Пĕр çуллăх мухтавлă пулма вăйлă тыр-пул туса илмелле, нумай çул асăнса пурăнма йывăçсем лартмалла. Эпĕ ертсе пынипе лартнă йывăçсем ĕмĕр кашласа ларччăр.

Манăн чĕре хам çуралса ÿснĕ, ĕçлесе ирттернĕ пĕчĕк тăван çĕршывăмăр, Кушкă ялĕшĕн çунать!

Илья ТРОФИМОВ.

Килти архиври сăн ÿкерчĕкре: эпĕ /сулахайри/, «Победа» колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ Мария Филиппова, Анастасия Генералова /Курнавăш/, Луиза Разумова /Тÿскел/, ВЛКСМ райкомĕн I секретарĕ Иван Пугачев комсомол обкомĕн пленумĕнче /1965 çул/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code