Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлес кăмăл пысăк

Ĕçлес кăмăл пысăк

Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне хальхи вăхăтра Наталия Смирнова ертсе пырать. Кĕске вăхăтрах пĕрле ĕçлекенсемпе, ку тăрăхра пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупрĕ вăл.

Уйрăмри почтальонкăсем – Светлана Фомина, Людмила Иванова, Галина Векова пĕр-пĕринпе чылай çул килĕштерсе тăрăшаççĕ. Ял çыннисене хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне, пенсипе те вăхăтра тивĕçтереççĕ. Ку уйрăмра «Елчĕк ене» 182 экземпляр çырăннă. Хальхи вăхăтра çыхăну ĕçченĕсем 2022 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас пирки тимлеççĕ. Почтальонкăсен ĕçлес кăмăл пысăк. Хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ вĕсем.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Фомина, Н.Смирнова, Л.Иванова, Г.Векова

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code