Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Преступниксем питĕ чее

Преступниксем питĕ чее

Телефонпа, Интернет урлă, банк карточкисемпе усă курса улталасси тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа ỹссе пырать. Халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă, ытти мелпе усă курса çине-çинех асăрхаттаратпăр пулин те, ултав тĕслĕхĕсем нумайланса пыраççĕ: банк карточкине блокировка тунă тесе пĕлтерни, çывăх çын авари туса е наркотик сутса полицие лекнĕ тесе сехĕрлентерни, шăнкăравласа курьера яма, çула май унран телефон номерĕ çине укçа хума ыйтни тата ытти те… Юлашки вăхăтра Интернетри «Авито» сайтри пĕлтерỹсемпе анлăн усă кураççĕ. Çын хăйĕн пурлăхне сутма пĕлтерỹ панă тейĕпĕр. Ултавçă шăнкăравлать те — туянма хатĕрри çинчен пĕлтерет, укçан пĕр пайне карточка çине куçарса парасшăн иккен. Е тепĕр майлă пулăм. «Авито» сайтри пĕлтерỹсенче сутлăха кăларнă тавара туянас кăмăллă çынсем укçасăр юлаççĕ. Етĕрне çынни «Лада Ларгус» автомобиль сутни çинчен пĕлтерỹ асăрханă — хуçипе телефонпа çыхăннă хыççăн ăна 170 пин тенкĕ куçарса панă. Халь укçа та çук, машина та.

Преступниксем çĕнĕ технологисене хăвăрт алла илеççĕ. Калăпăр, нумайăшĕ хăйсен телефонĕ çине «900» номертен килекен пĕлтерỹсем Перекет банкĕнчен кăна пулма пултараççĕ тесе шухăшлать. Ку апла мар, ултавçăсем те хăйсен смс-пĕлтерĕвĕсене çав номертен ямашкăн вĕренсе çитнĕ. Айăплисене тупса палăртасси пĕртте ансат мар. Чылай чухне тупмашкăн май та çук. Хăйсем усă куракан сим-карточкăсене вăрах тытмаççĕ, хăвăрт улăштараççĕ. Номерĕн е хуçи паллă мар, е — вилнĕ çын ячĕпе регистрациленĕскер.

Халăха тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Кам янине пĕлместĕр тĕк — смс-çырусене уçса ан вулăр. Çапла майпа ятарласа вируссем яма пултараççĕ. Шанчăксăр программăсене телефон çине çырса ан илĕр. Смартфона, андроидлă йышши телефона антивирус программипе тивĕçтермеллех. Мĕншĕн тесен банк карточкипе çыхăнтарнă телефон ултавçăсем яракан вируссене пула «хуçинчен ыйтмасăрах» укçана куçарма пултарать. Карточка çинчи укçа айккине кайнине хуçи пĕлмесĕрех юлать — телефон çине пĕлтерỹсем килмеççĕ. Банка çийĕнчех кайсан та çухалнă укçана тавăрма йывăр, мĕншĕн тесен банк тивĕçлĕ выпискăна çийĕнчех памасть — укçа куçăмне чарма е йĕрлеме май çук.

Преступниксем банк карточкисем çинчен укçа вăрланин 12 мелне шутласа палăртнă — ансаттисенчен пуçласа питĕ кăткăссисем таран. Преступниксем карточка номерĕн юлашки номерĕсене (малти цифрăсем хăш регион, банк пулнине кăна кăтартаççĕ те — вĕсене ахалех пĕлме пулать) тата карточкăн тỹнтер енчи виçĕ цифрăна пĕлсенех çак «электрон енчĕке» пушатма пултараççĕ. Акă мĕншĕн карточкăна ют çынна кăтартмалла мар, унпа лавккара-мĕнре усă курнă чухне номерсене алăпа хуплама тăрăшмалла. Чи шанчăкли — пысăк укçана телефонпа çыхăнтарман урăх карточка çинче тытни. Икĕ карточка пулни лайăх, пĕрин çинче укçа упрантăр, тепринпе вак-тĕвек тỹлевсем валли усă курăр.

Номерсем тенĕрен — киревсĕр шухăшлă çынсем банкоматран укçа илнĕ хыççăн хăшĕсем унти урнăрах пăрахса хăваракан чексемпе те усă кураççĕ. Карточка номерĕн юлашки цифрисем, ытти информаци — вĕсемшĕн пĕтĕмпех усăллă, çавăнпа та чексене унта-кунта пăрахса хăварма кирлĕ мар.

Ултавăн кашни мелĕ пирки тĕплĕн çырас-ăнлантарас тăк — хаçат страницин лаптăкĕ те çитес çук. Тепĕр енчен, преступниксем çав мелсене çĕнетсех пыраççĕ, çавăнпа та полици çирĕплетсех палăртать: асăрханăр, çăмăлттайлăх, тимсĕрлĕх ытла та хакла ларма пултарать.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code