Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлекенсен шучĕ ỹснĕ

Ĕçлекенсен шучĕ ỹснĕ

Г.А.Ильенко ячĕллĕ «Элара» НПК» пĕрлĕх граждан техникин производствин калăпăшне 50 процентран ирттернĕ.

Çакăн пирки предприятин генеральнăй директорĕ Андрей Углов Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан пĕлтернĕ. Пĕрлĕх аталанăвне иртнĕ çул ют çĕршыври тавар туса кăларакансем рынокран кайни ырă витĕм кỹнĕ. Çакна кура суту-илỹ калăпăшĕ 30 процент ỹснĕ, тупăш 10,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Ĕçлекенсен шучĕ 400-е яхăн çын нумайланнă, вăтам шалу 62 пин тенке çитнĕ. Кăçал 20 миллиард ытла тенкĕлĕх саккас пурнăçламалла, çавна май тата 500-е яхăн çын кирлĕ пулĕ. Республика ертỹçи предприятие инвестиципе, кадрсене вĕрентес енĕпе пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code