Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр тĕллевпе ăнтăлсан

Пĕр тĕллевпе ăнтăлсан

Округри территори пайĕсен 2023 çулхи спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕ паллă.

Пĕлтĕр ăна спортăн 13 тĕсĕпе йĕркеленĕ. Хоккей вăййине виçĕ тăрăхра (Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Елчĕк) кăна выляççĕ пулсан, ытти енĕпе ăмăртусене пурин те хутшăнма май пур. Чи нумай, 12-шĕнче, Кĕçĕн Таяпасем çеç вăй виçнĕ. Аслă Таяпасем тăтăшах кайра пыраканччĕ-ха. Хальхинче — 6-мĕш. Территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов физкультурăпа спортра ют çын мар: шкул çулĕсенчех тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă, халĕ те команда пуçтарса ертсе килет, хăй те вăй виçет. Кăçал вĕсем тата та çỹлелле çĕкленессе шанас килет.

Аслă Пăла Тимешсен вара спартакиадăна хутшăнасси пĕрремĕш çул мар хăй еккипе пулса пырать. Вĕсем пурĕ те виçĕ ăмăртăва кăна хутшăннă. Йĕлтĕрпе чупассинче сăлтав тупма пулĕ, çапах та шашка-шахмат вăййисемпе туслисем ялсенчех пурах. Çуран чупма тата мĕн чăрмантарать? Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнтерỹçĕ, призер йышĕнчеччĕ иртнĕ çулсенче, халĕ вара каялла чакни курăнать: 5-мĕш вырăнта.

Спартакиадăра ытти çулсенче призерсен йышĕнче пынă Кĕçĕн Таяпасем çĕнтернĕ. Вĕсен 1-мĕш вырăн кăна улттă. Иртнĕ çул уйрăмах футбол, мини-футбол, арçынсем те, хĕрарăмсем те волейбол турнирĕсенче призерсен йышне кĕни пысăк çитĕнỹ. «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен çурхи кросра та вĕсемпе танлашакан çук-ха.

Кĕçĕн Таяпасем вырăнти, округри ăмăртусене отчетшăн ирттермеççĕ е хутшăнмаççĕ. Кунта массăлăх тĕп вырăнта. Территори пайĕнче шкулсем хупăннăран спортзал та çук. Анчах вĕсем аптăрамаççĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва, Нацисен кросне те пысăк активлăхпа йĕркелеççĕ. Округри, регионти ăмăртусене кăна Кĕçĕн Таяпапа Таяпа Энтри ялĕсенчен 37 çын хутшăннă пĕлтĕр.

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ кăнтăрла та, каçхине те шавласа кăна тăрать — спортзал вырăнне те вăл халь. Çамрăксемпе тивĕçлĕ канăва тухнисем кунта сĕтел çи теннис, шашка-шахмат вăййисенче тупăшаççĕ. Вуншар çын пуçтарăнать. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов фельдшерпа акушер пункчĕ умĕнчи пахчара йĕлтĕр трасси те туса хатĕрленĕ. Каçсерен пĕрре те пушă тăмасть вăл. Электричество çути те çителĕклĕ.

Михаил Петрович спорт ĕçĕн чăн-чăн фаначĕ. Ял çыннисене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, округри ăмăртусене хутшăнма команда хатĕрлес тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшать. Территори пайĕн начальникĕ Лариса Ильина, Анна Симакова тĕп специалист-эксперт та айккинчен сăнаса тăракан йышран мар — хăйсем те ăмăртусенче ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Пур йышпа пĕр тĕллевпе ăнтăлсан кирек мĕнле ĕç те малалла каять.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code