Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Чутайран — çĕнтерỹпе

Хĕрлĕ Чутайри «Хастар» спорт шкулĕнче иртнĕ Чăваш Енĕн кире пуканĕ спорчĕн ăмăртăвĕнче Елчĕксем пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Хăйсен виçисенче София Соловьева (Елчĕк шкулĕ), Алена Николаева (Патреккел), Александр Константинов (Тăрăм ялĕ) ылтăн, Наталья Мартынова, Анжела Уткина, Илья Московский (Елчĕк шкулĕ), Карина Кубикова, Егор Смирнов, Данил Якимов (Курнавăш), Илья Кузьмин (Хăвăлçырма ялĕ) кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ. Тренерĕ — Олег Федоров.

Командăсен зачетĕнче призерсен йышне Улатăрсемпе Куславккасем кĕнĕ.

Маттур, хоккеистсем!

Вăрнарти «Кристалл» пăр керменĕнче шкул ачисен аслă ушкăнри хоккей командисен республикăри финалĕн çĕнтерỹçи паллă пулнă.

Çурма финалти вăйăсенче Шупашкар муниципалитет округĕн спортсменĕсем Патăрьелсене, Елчĕксем Канашсене парăнтарнă. Тĕп тĕл пулура Шупашкарсем пирĕннисене çĕнтерсе спорт инвентарĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Александр Адюковпа Юрий Рахмуллин тренерсен хоккей дружинине панă ĕнентерỹ хучĕ — 75 пин тенкĕлĕх. Канашсем — виççĕмĕш.

Вăтам ушкăнри (2011-2012 ç. çур.) хоккеистсен те хĕрỹ вăхăт. Патреккелте иртнĕ пĕрремĕш тапхăрти вăйăсенче Елчĕксем Канашсемпе (5:0) Тăвайсене (9:0) çĕнтернĕ. Ун хыççăн Йĕпреç округĕнчи Пучинкере иккĕмĕш тапхăра тухнă командăсемпе тĕл пулнă Елчĕк хоккеисчĕсем. Кунта та ăнăçнă. Муркашсемпе вăййа 7:2 шутпа вĕçленĕ пулсан, кил хуçисене вара пачах «сывлама» паман — 12:0. Умра — çурма финал.

Значоксем панă

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пĕлтĕр ГТО тесчĕсене пурнăçланисене значоксемпе удостоверенисем панă.

Шкулти линейкăра савăнăçлă лару-тăрура йĕркеленĕ мероприятие. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Ленин ячĕллĕ ЯХПК председательне Валерий Падуева йыхравланă. Вăл, хастаррисене ГТО паллине панă май, сывă пурнăç йĕркипе пурин те туслă пулмаллине, тăрăшса вĕренмеллине палăртнă.

Сметанинсене асăнса

Лаш Таяпасен ырă йăла пур: спорт мероприятийĕ ирттернĕ чухне харăсах икĕ-виçĕ «мулкач тытасси». Хальхинче те вĕсем пĕр тăван Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса хоккей турнирне те, йĕлтĕрçĕсен чупăвне те йĕркеленĕ.

Хоккей вăййинче 2010-2012 çулсенче çуралнă арçын ачасем тупăшнă. Юрий Рахмуллин ертсе пыракан «Яманчỹрел» команда кунта 1-мĕш, «Лаш Таяпа», «Туслăх» (Патреккел, Аслă Елчĕк) — призерсем. Чи лайăх хоккейçăсен йышне Артем Васильев, Вадим Ермолаев, Давид Сметанин, Артемий Орлов кĕнĕ.

Округри йĕлтĕрçĕсен ку сезонти пĕрремĕш ăмăртăвне Патăрьелпе Шăмăршăсем те хутшăнма кăмăл тунă. Пурĕ 70 ытла спортсмен старта тухнă.

Пĕтĕмлетỹрен çакă курăнать: округри шкулсенчен Елчĕксен (4 вырăн), Аслă Елчĕксен (4), Çирĕклĕ Шăхальсен (1) кăна кăштах хĕпĕртеме сăлтав пур пек. Сакăр ỹсĕм категорийĕнчен Патăрьелсен те тăватă медалист. Ытти вара — Карапай Шăмăршă шкулĕн: 6 çĕнтерỹçĕ, 5 призер! Вĕсем пирĕн пата хăнана килменни куç кĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code