Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлав пуçланнă

Сасăлав пуçланнă

«Народный контроль» порталта Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă кандидатсемшĕн сасăлама пуçланă.

ЧР Культура министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, черетлĕ çулшăн преми илмешкĕн хăйсен ĕçĕсене 5 коллективпа автор тăратнă. Вĕсен шутĕнче Чăваш наци музейĕн «Кĕмĕл çÿçлĕ» проекчĕ, ентешĕмĕрĕн – медицина наукисен докторĕн Анатолий Волковăн «Хирургсем» хайлавсен ярăмĕ, Николай Максимов çыравçăн «Майра патша парни» историллĕ роман, «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕн ертÿçин Нина Смирнован «Чăваш Ен сăнĕсем» проект, Константин Долгашев художникăн «Тăван ен, саншăн юрлатăп» ĕçĕсен ярăмĕ.

Вĕсене республикăри пултарулăх тата общество организацийĕсен, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсенчен, культурăпа искусство деятелĕсенчен йĕркеленĕ комисси пăхса тухса хаклĕ. Сасăлава Чăваш Енре пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code