Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тỹрĕ çулпа утар

Тỹрĕ çулпа утар

Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем йышлăланни пирки маларах çырнăччĕ хаçатра.

Çакăн евĕр хыпарсем республикăра татах та пулнă. Ăнăçлă пурăнакан çемьери пĕр арçын ача йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе «шỹтлеме» шут тытнă — теракт пирки суя хыпар сарнă. Ун тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран, е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Ача шкулта та лайăх вĕренни паллă, спортсмен пулнипе палăрнă, малашлăхра çар енĕпе пĕлỹ илес тĕллевлĕ пулнă.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code