Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ должноçа

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн Елчĕк район сучĕн судйи Сергей Владимирович Агеев федераци судйин удостоверенине илме тивĕç пулнă.

Çак документа ăна тата республикăри тепĕр 2 судьяна декабрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи тĕп федераци инспекторĕ Григорий Сергеев панă.

– Президент алă пусса çирĕплетнĕ документ эсир пысăк квалификациллĕ пулнине тата сире çĕршыв пуçлăхĕ шаннине çирĕплетет. Çак шанăçа тÿрре кăларса малашне те тивĕçлĕ ĕçлеме, йышăнусене тĕрĕс, саккун çине таянса палăртма сунатăп, – тенĕ Г.Сергеев судьясене саламласа.

Çивĕч ыйтусем

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый «Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕпе Алексей Абукинпа, унăн çумĕпе Ольга Абукинăпа тĕл пулнă.

Мероприяти вăхăтĕнче район территорийĕнче «Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес» обществăн вырăнти уйрăмне йĕркелес, начар пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕ парас, ял халăхне пирвайхи пулăшу пама вĕрентес, психологи пулăшăвĕ сĕнес, килте выртакан чирлисене пăхас тата ватăсемпе инвалидсем валли техника реабилитацийĕ хатĕрĕсен прокачĕн пунктне уçас, коронавируспа чирленисен сывлăхне çирĕплетме сывлăх пункчĕсем уçас ыйтусене сÿтсе явнă.

Елчĕк вĕренекенĕ финалист

Республикăран иккĕн, Патреккелте çуралса ÿснĕ, Елчĕкри вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Юлия Воронцова тата Шупашкарти 57-мĕш шкулти 9 класра вĕренекен Варвара Еремеева, Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри вĕренекен- 2021» конкурсăн финалĕнче тупăшнă. Унта Раççейри 38 регионти шкул ачисем хутшăннă.

Юлия Чăваш Республикин ачасен общество канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Малашлăха çивĕч пăхакан пултаруллă хĕр ача спортпа та питĕ туслă. Уйрăмах баскетболла выляма, шывра ишме кăмăллать. Пысăк тавра курăмлă вĕренекен физикăпа, ОБЖпа, историпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципаллă тапхăрĕнче те пĕрре мар палăрнă. Çавăн пекех юрра-ташша, ÿкерме ăста.

Юля тĕрлĕ енлĕ пултарулăх конкурсĕсенчен те пăрăнса юлмасть. Районти «Елчĕк пики» конкурсра вăл малтисен йышне кĕнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Ю.Воронцова.

Ветерансем канашларĕç

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен анлă доклад турĕ. Ларура Чăваш Республикинчи ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, район пуçлăхĕ Алина Васильева, республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн ертÿçи Александр Самылкин, союзăн хисеплĕ председателĕ Василий Шадриков, районти уйрăма ертсе пыракан Валерий Шадриков халăха хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Валентина Вастулова тавра пĕлÿçĕ 2022 çула – Паллă ентешсен çулталăкне халалланă ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.

Анлă ларăва хутшăннисем районта пурăнакансем патне коронавирус инфекцине хирĕç вакцинаци тутармалли пирки Чĕнсе каланине йышăнчĕç. Унăн текстне хаçатăн тепĕр номерĕнче пичетлĕпĕр.

Паспорт илнĕ

РФ Конституцийĕ кунĕ умĕн райадминистрацин ЗАГС пайĕнче çамрăк граждансене паспорт парса чысланă.

Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп документне 4 çамрăк илнĕ. Вĕсене çак ятпа ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕкри полици пайĕн миграци пункчĕн специалист-эксперчĕ Анжелика Соснова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова тата ыттисем саламланă, Раççей гражданинĕн ятне яланах çÿллĕ шайра тытма сĕннĕ.

«Тухтăрсене пысăк тав»

Районти шкул ачисем коронавирус пандемине парăнтарас тĕллевпе канăçа пĕлмесĕр вăй хуракан медицина ĕçченĕсене тав туса Çĕнĕ çул открыткисем хатĕрлеççĕ.

Вĕренекенсем хăйсен аллипе ăсталанă ÿкерчĕксемпе çапла хавхалантарни шурă халатлă ĕçченсен кăмăлне çĕклетех. Акă, Кушкăри шкул ачисем Валентина Алексеева медсестрана открытка парса саламланă. Валентина Алексеевна шкулта коронавируса хирĕç кĕрешмелли профилактика ĕçĕсене пурнăçлать, ку енĕпе тăтăшах ачасемпе калаçусем йĕркелет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code