Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кунта пурнăçăмăр çырăнать…

Кунта пурнăçăмăр çырăнать…

ЗАГС – вăхăт тапхăрне тата йăх ăрăвне сыпăкран сыпăка çыхăнтаракан учреждени. Граждан тăрăмĕсен акчĕсене çыракан орган йĕркеленнин кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн çĕршыв историйĕпе кăна мар, унăн кашни гражданинĕн пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Шăпах ЗАГС органĕнче кашни çыннăн пурнăçĕ çырăнса пырать. Вăл вилсен те унтах унăн ятне хуратаççĕ. Кăçал ЗАГС служби кулленхи ĕç йĕркипе 104-мĕш çулне кĕтсе илет.

Професси кунĕ умĕн çемье законодательствин сферинче граждансен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлес енĕпе тăрăшса ĕçленĕ çынсене ăшшăн аса илес килет. Шел пулин те, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30 çулĕсенчи районти граждан тăрăмĕн акчĕсен пайĕн ертÿçисем камсем пулни сыхланса юлман. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче Елчĕкри ЗАГС бюровне И.Иванова, В.Петрова, М.Зайцева ертсе пынă. 1950-1952 çулсенчи район летопиçне йĕркелессипе Филиппова, 1953-1957 çулсенче Гордеева тимленĕ. 1958 çулта ЗАГСа Чиндарева ертсе пынă. 1965 çулта эстафетăна Петрова йышăннă, 1969 çулта – Фомина.

1971 çулхи сентябрь уйăхĕнчен 1990 çулхи март уйăхĕччен районти ЗАГС бюровĕн тилхепине Нина Митрофановăна панă. Нина Александровна 19 çул граждан тăрăмĕсен акчĕсене регистрацилес ĕçе пурнăçланă. Калас пулать, çак тапхăрта ял совечĕсем те ку енĕпе нумай ĕç тунă.

1990 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулхи ноябрь уйăхĕччен районти ЗАГС пайне Валентина Спиридонова ертсе пынă. Валентина Георгиевна шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Паян та вăл кунтах тĕп специалист-экспертра тăрăшать. 2016 çулхи ноябрьтен ЗАГС пайĕн пуçлăхне мана çирĕплетрĕç.

Хальхи вăхăтра ЗАГС органĕн тытăмĕ паянхи обществăн чи кирлĕ социаллă институчĕ. 2018 çултан федераци патшалăх информаци тытăмне йĕркеленĕренпе граждан тăрăмĕсен акчĕсене Патшалăхăн пĕрлехи порталне кĕртеççĕ. Çавна май çĕршывăн демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех татса пама пулать. Пирĕн умри задачăсем куллен çивĕчленсе, ÿссе пыраççĕ. Пурнăç таппинчен юлас мар тесе професси ăсталăхне куллен ÿстерсе пыма тăрăшатпăр.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code