Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕмертен тухнă ăсчах

Тĕмертен тухнă ăсчах

1959 çулта пуçланнă Николай Иванович Солинăн малашлăхра тĕпчев çулĕпе утасси. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Уралти политехника институтĕнчи /Свердловск хулинче/ физтех факультетне вĕренме кĕнĕ вăл.

«Мĕншĕн инçе хулана каймалла пулнă-ши?» – тесе ыйтĕ хăш-пĕр вулакан. Хуравĕ ансат – ун чухне Шупашкарта çак енĕпе аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем пулман. Университет та уçăлман-çке. Паллах, çăмăл пулман ĕнтĕ ĕнерхи ял ачине ашшĕ-амăшĕн килĕнчен ют хулана, ют çынсем патне тухса кайма. Çывăхри хулара пулсан çĕр улмине те, аш-какайне те леçсе пама май пулнă. Кунта вара стипенди укçипе анчах çырлахса пурăнма тивнĕ. Анчах та студент студентах, нихăçан та пуç усмать. Йăваш кăмăллă çамрăк туслă коллективра куллен-кун малаллах талпăнса пынă.

Чăваш ялĕнчен килнĕ тăрăшуллă ачана институтри преподавательсем малтанхи курссенчех асăрханă. Çавăнпа та дипломне ăнăçлă хÿтĕлесен Николай Ивановича аспирантурăра вĕренме сĕнÿ панă. Çамрăк наука сотрудникĕ ассистент должноçĕнче ĕçленĕ вăхăтрах физикăпа математика наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вăл вăхăтра ăна Уралти химипе металлурги завочĕн наукăпа тĕпчев институтне ĕçлеме куçарнă пулнă.

– Институтра эпĕ полупроводниксемпе ĕçленĕ. Вĕсемпе паянхи кун авто çинче Вебасто аппаратĕнче усă кураççĕ. Сăмахран, сивĕ çанталăкра çак металран тунă пластина температура чакнă май авăнса контакт йĕркелет, программа çинчи машина моторĕ ĕçлесе каять, кирлĕ температурăра мотор ăшăнсан каялла авăнать, мотор ĕçлеме чарăнать. Ртутьăн 269 градусра сопротивлени çук, çавăнпа та ток вĕçĕ- хĕррисĕр нумай юхать. Çакна çĕр çул ытла каяллах уçса панă, анчах та практикăра усă курма пултарайман. Хальхи ученăйсем тăрăшнипе çеç промышленноçра анлăн усă курма тытăннă унпа. Эпĕ паян хам открыти тунă теорири çĕнĕ çыхăнури магнитосопротивленине приборсем çине çĕнĕ принциппа ĕçлеме кĕртес тĕллеве тĕпчетĕп, – каласа кăтартнăччĕ çамрăк ученăй хăйĕн ĕçĕ пирки вăл вăхăтра. 1999 çулта çак ĕçе тĕпчесех вăл физикăпа математика наукисен докторĕн ятне хÿтĕлет. Унта пуçтарăннă ăсчахсем паянхи кун питех те кирлĕ темăпа хатĕрленĕ ĕçе пысăк хак панă. Кăсăклă ыйтусем парса нумай вăхăт аудиторинче тытнă вĕсем Елчĕк çамрăкне.

Сакăр теçетке çул тултаракан Николай Иванович паянхи кун та юратнă ĕçĕнче тăрăшать. Çăмăл-и, йывăр-и – ун пирки шарламасть вăл, алла илнĕ пĕлĕве патшалăха тивĕçлипе тавăрса памаллине ăнланса ĕçлет. Çĕнĕ шухăша, çĕнĕ ĕçе пурнăçа кĕртесси малти ретре тăрать. Халĕ вăл ертсе пыракан наука сотрудникĕ. Унăн пархатарлă ĕçне 5 изобретенипе, 150 ытла наука реферачĕпе, ыттипе хаклама пулать.

Николай Солин мăшăрĕпе Людмила Васильевнăпа хĕрпе ывăла кун çути парса ура çине тăратнă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Екатеринăпа Александр халĕ хăйсен çирĕп çемйисемпе пурăнаççĕ. Солинсем 5 мăнукĕпе савăнаççĕ. Пурте вĕсем математика тата физика енĕпе вĕренеççĕ, Максим мăнукĕ кăçал аслашшĕ пĕлÿ илнĕ института вĕренме кĕнĕ.

Николай Солин 1941 çулта Мускав патĕнче хаяр çапăçусем пынă вăхăтра – Çветтуй Николай праçникĕн кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ку вăхăтра Ванька ашшĕ, Кольăпа Петя тетĕшĕсем, Митюк тата Нями, Михаил куккăшĕсем аллисене пăшал тытса фронтра тăшмана хирĕç вирлĕн кĕрешнĕ. Амăшĕ ачине çуратсан 3 кунтанах колхоз лашисене пăхма кайнă. Куляна вара асламăшĕ – Ксения Николаевна чĕрçи çинче сиктернĕ. Ачине кăнтăрла вăхăтĕнче анчах кăкăр ĕмĕртме киле килсе кайнă амăшĕ. Ялти патвар та вăй питти хĕр упраçсене Улатăр тата Сăр шывĕсен хĕррине окоп чавма илсе кайнăран ĕçлекенсем ялта юлманпа пĕрех пулнă. Мускава илсен нимĕçсем пирĕн тăрăха килме пултарасси çинчен чĕрене сиктерекен сас-хура çÿренĕ Тĕмерте вăл вăхăтра.

Тĕмерти шкулта вĕреннĕ çулсенчех Кольăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе тăнă вĕрентекенсем. Пушă вăхăта сая ямасăр питĕ нумай кĕнеке вуланă вăл. София Петровна Галкина пĕрремĕш вĕрентекенне, математикăпа физика предмечĕсене ертсе пынă Аркадий Петрович Краснова тата вырăс чĕлхипе литература учительне Александра Васильевна Жирновăна пысăк тав сăмахĕ калать халь ăсчах. Шкултан 7-мĕш класран «5» паллăсемпе вĕренсе тухсан ялтан 6-7 çухрăмра вырнаçнă Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕренме пуçланă ача. Шартлама сивĕре те, кĕрхи çумăрта та пĕр сиктерми çÿренĕ вăл. Амăшĕ ывăлне пăшăрханса кĕтсе илнĕ каçсем чылай пулнă. Ку шкулта та чи лайăх вĕренекен ята тивĕçнĕ Куля. Вăл урок тунă чух сĕтел çине вырнаçса пĕтеймен кĕнекисем урайĕнче те купаланса тăни пирки аса илетчĕç аслисем.

Ашшĕ Иван Дмитриевич нумай нуша курса ÿснĕрен /унăн çемйине репрессиленĕ/ ачисемшĕн тăрăшнă – вăрçă хыççăнхи çулсенче вĕсене пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ парас тĕллеве мала хурса пурăннă. 6 ачана пăхса ÿстернĕ вĕсем Санюк мăшăрĕпе.

Ял-йыш хăйĕн пултаруллă ентешĕпе чăннипех те мăнаçланать.

А.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code