Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сума тивĕçнĕ тыл ветеранĕ

Ят-сума тивĕçнĕ тыл ветеранĕ

Çак уйăхра хăйĕн 90 çулхи юбилейне уявларĕ Вăрăмхăвари чи хисеплĕ ватă, ĕçпе тыл ветеранĕ Иван Карамаликов. Ял-йыш, тăванĕсем, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова хастар ватăна ăшă саламсем илсе çитерчĕç, Тав хучĕпе чысларĕç.

Иван Тихонович тăхăр теçетке çула парăнтарнине пăхмасăр пĕр ĕçрен те аяккине пăрăнса юлмасть. Ял пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Нумай-нумай çул вăл ялти ветерансен канашне ертсе пынă. Тăван тăрăх хăтлăхĕшĕн тăрăшакана хăй вăхăтĕнче ял старостине те суйланă. Паян та пĕр-пĕр пысăк ĕçе пуçăнас умĕн çамрăксем Ванюш тетепе канашлаççĕ. Çулсерен масара тирпей-илем кĕртес е ял кĕтĕвне уя кăларас тата ытти ыйтусене татса панă чухне ват çыннăн сĕнÿ-канашне тĕпе хураççĕ.

Ялти вулавăшпа культура çуртĕнчи тĕрлĕ мероприятисенче, пухусенче яланах сумлă хăна пулнă хисеплĕ çыннăмăр. Халĕ те вашават та кĕрнеклĕ-ха Ванюш тете. Çур ĕмĕр ытла вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнать. Хăй çак сумлă çула çитнине те çавăнпах çыхăнтарать. Мăшăрĕпе, Валентина Захаровнăпа, шел, вăл упăшки 90 çул тултарнине кураймарĕ, пултаруллă ывăл çитĕнтернĕ. Иван Иванович та ачасене сывлăх воспитанийĕ парас тесе тивĕçлĕ канăва тухичченех физкультура учителĕнче тимлерĕ. Вăл та миçе ăруна спортпа туслаштарман-ши;

Иван Тихонович ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Халĕ те вăл кил-çуртра кĕштĕртетет. Вĕлле хурчĕсене кинĕ Ираида Александровна пулăшнипе, ачасене пăхнă пек пăхать.

Иван Карамаликов арçын тивĕçне чăннипех пурнăçланă. Çурт лартнă, пысăк сад ĕрчетнĕ, пултаруллă ывăл ÿстернĕ. Халĕ ĕç ветеранĕ виçĕ мăнукĕпе, виçĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Тыл ветеранĕ ял-йыш хисепĕ, тăванĕсен юратăвĕ пурнăç илемне тата вăйлăрах туйма пулăшнине пĕлтерет.

Л.КАЗНАЧЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Карамаликовпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code