Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче кĕнеке графикин «Çемьепе пĕрле вулатпăр» куравĕ уçăлнă.
Ỹнер ăстин, педагогăн Светлана Кангинан пултарулăх ĕçĕсем чăваш çыравçисемпе поэчĕсен хайлавĕсемпе çыхăннă. «Выставка аслисене ачалăха аса илме пулăшрĕ. Ырми-канми ĕçĕршĕн, ачасемшĕн тăрăшнăшăн тав тăватăп. Вĕсем сирĕн пултарулăха чи малтан хаклаканĕсем пулса тăраççĕ», — палăртнă Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ертỹçи Юрий Токмаков.
С.Кангина професси хăйне евĕрлĕхĕсем, кĕнекене епле «ỹкерни» çинчен каласа панă.

