Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă ачи ватăласшăн мар

Вăрçă ачи ватăласшăн мар

1932 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Тỹскел ялĕнчи Филипп Яковлевичпа Мария Игнатьевна Яковлевсен çемйинче хĕр çуралнă. Валентина ят хунă ăна. Сакăр пĕртăван çитĕннĕ вĕсем. Шел пулин те, халĕ иккĕн кăна тăрса юлнă.

Валентинăн ашшĕ чире пула Аслă вăрçă пĕтичченех таврăннă. Вара район ĕçтăвкомне секретаре вырнаçнă. Кайран учительте ĕçленĕ. Амăшĕ колхозра хурт-хăмăрçăсен бригадирĕ пулса тăрăшнă.

1940 çулта, сакăр çул тултарсан, Валентина 1-мĕш класа кайнă. Тепĕр çултанах Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсен пурнăç йывăрланнă. Килте те ĕç нумай, шкулта та вĕренсе ĕлкĕрмелле, хăйĕнчен кĕçĕннисене пăхмалла. Çавăнпах 7 класс пĕтерме кăна май килнĕ. Малалла вĕренме кайма укçа та кирлĕ пулни чăрмав кỹнĕ.

— Эпĕ 7 çул вĕрентĕм-ха, ыттисем ăна та пĕтереймерĕç, — тет Валентина Филипповна.

Вара хĕр ача колхоза ĕçлеме тухать. 14-15 çултах вăл вăйпитти çынсемпе йĕтемре ĕçлет. Унтан хĕр Патăрьелĕнчи училищĕне вĕренме каять. Унта 2 çул вĕренсе «овощевод», «пчеловод» специальноçсене алла илет. Дипломлă специалиста колхозра пахча çимĕç бригадирĕ пулма шанаççĕ. Унта ĕçленĕ вăхăтра Валентина пулас упăшкипе паллашать. Пултаруллă каччă, Николай Чернов, çак колхозрах уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Икĕ çул туслă çỹренĕ хыççăн çамрăксем çемье чăмăртама шутлаççĕ. Çапла вара 1953 çулта Тỹскелте çĕнĕ çемье хутшăнать.

Черновсен çемйинче тăватă хĕр те пĕр ывăл çитĕнет. Валя аппан ачисене утьăкка сиктерсе ларма вăхăчĕ пулман. Яваплăхĕ пысăк пулнăран ĕçрен уйрăлайман вăл. Ачасене асламăшĕ пăхнă. Хунямăшне паян та ырăпа кăна аса илет Валентина Филипповна.

В.Черновăна фермăра ĕçлеме те тỹр килнĕ. Малтанах вăл сурăхсем, пăрусем пăхнă. Унтан сысна çăвăрлаттарнă çĕрте вăй хунă. Çурасем илес енĕпе яланах малтисен йышĕнче пынă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех сысна ферминче пиçĕхнĕ. Пенсире пулсассăн та ахаль ларман, колхоз ĕçне хутшăннă. Çу кунĕсенче пайсем илнĕ.

Валя аппан тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Тав хучĕсем те пур. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл.

2003 çулта Черновсем пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнни 50 çул çитнине паллă тунă. Тепĕр пилĕк çултан, йывăр чире пула, Николай Зинонович пурнăçĕ татăлнă. Валя аппа ăна шалкăм çапнă хыççăн ултă çул пăхса пурăннă.

Савăнăçĕпе пĕрлех хуйхи-суйхине те аванах астивнĕ 9 теçетке тултаракан хĕрарăм. Ывăлĕпе хĕрĕ вăхăтсăр çĕре кĕни амăшĕн чĕрине самай амантнă. Халĕ виçĕ хĕрĕ Мускавра пурăнаççĕ. Çемьеллĕ. Ятарлă пĕлỹ илнĕ.

Валентина Филипповнăн 11 мăнук, 9 кĕçĕн мăнук. Тĕрлĕ çĕре саланнă унăн тĕпренчĕкĕсем. Тỹскелте, Мускавра, Питĕрте, Лондонра та пурăнаççĕ.

Тăван ялти мăнукĕ, Алина Ермолаева, ялти культурăпа кану центрĕн заведующийĕ. Вăл яланах кукамăшне пулăшать, ăна пăхса тăрать. Инçетрисем часах килсе çỹреймеççĕ, çавăнпа çывăхра Алина пурришĕн чунтан хĕпĕртет ватă.

Валя аппа пахчинче тĕрлĕ çимĕç ỹстерет, чăх-чĕп усрать. Никам та ăна хăйĕн çулне памасть. Килти ĕçсене вăй çитнĕ таран хăех пурнăçлать. Вăрçă ачи кỹршĕ-аршăсемпе те лайăх пурăнать. Уяр çанталăкра урамра уçăлса çỹренине асăрхатăн ăна.

Е.ГРИГОРЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Чернова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code