Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп бухгалтерта – 35 çул

Тĕп бухгалтерта – 35 çул

Надежда Львова 35 çул пĕр улшăнмасăр районти тĕп больницăра тĕп бухгалтерта тăрăшать. Шаннă ĕçре пур ăсталăхне хурса ĕçлет Надежда Петровна, тивĕçе вăхăтлă пурнăçлать.

Надежда Патреккелти 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренме кĕрет. Кунта алла специальность илнĕ хыççăн тĕп хулари аш-какай комбинатĕнче 2 çул бухгалтерта тăрăшать. Тăван тăрăха таврăнсан вăл Елчĕкри больницăна тĕп бухгалтера ĕçлеме вырнаçать те паянхи кунчченех тимлет унта. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ.

– Ĕçĕме чĕререн юратнăранах кашни кун пысăк хавхаланупа такăрлататăп Патреккел ялĕпе больницăна çыхăнтаракан сукмака, – кăмăллăн пĕлтерет хĕрарăм.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Надежда Львова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code