Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > П.Петрушкин призĕсемшĕн

П.Петрушкин призĕсемшĕн

Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕн, спорт ветеранĕн Петр Петрушкинăн призĕсене çĕнсе илессишĕн 3-мĕш ăмăрту иртнĕ. Унта районти шкулсенчи 60 ытла спортсмен хутшăннă.

Ăмăртăва уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, П.Петрушкин сăмах илнĕ.

Ăмăрту виçĕ ушкăнта 10 виçе категорийĕнче иртнĕ. Чи çамрăккисем «рывок» упражненире 8,10 тата 12 кг кире пуканĕсемпе ăмăртнă. Хăйсен виçисенче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине К.Львова /Патреккел/, М.Петров, В.Павлова, Д.Петрова, И.Казаков /Елчĕк/, Н.Иванов, М.Смирнова, Д.Носов, А.Александров /Кивĕ Эйпеç/, Е.Печкова /Аслă Елчĕк/ хăпарнă. Тĕп шкулсенчен команда зачетĕнче Кивĕ Эйпеç шкулĕ пĕрремĕш, Патреккелсем иккĕмĕш, Аслă Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Вăтам шкулсенчен Елчĕксем мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем – Аслă Елчĕксемпе Курнавăшсем.

Мала тухнисене Петрушкинсен çемйи грамотăсемпе медальсем парса чыс тунă.

Турнир йĕркелÿçи ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Афанасьева, В.Чернов уйрăм предпринимателе тав тăвать.

Сăн ÿкерчĕкре: çĕнтерÿçĕсен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code