Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕнлине суйласа илмелле?

Мĕнлине суйласа илмелле?

Цифрăллă телекурав çине куçас тесен ятарлă приставка туянмалла тени пирки вуласа пĕлтĕмĕр. Мĕнлине суйласан лайăхрах-ши? Ăна туяннă чухне мĕн шута илмелле?

Редакцие килнĕ шăнкăравран.

Ыйтăва «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» /РТРС/ предприятин генеральнăй директорĕ Андрей Романченко хуравлать:

– Çакнашкал приставкăсене электроника лавккисенче тата ытти çĕрте туянма пулать. Вак суту-илÿре аналоглă телевизорсем валли кирлĕ цифрăллă приставкăсен 257 модельне сутаççĕ. Хакĕ – 780 тенкĕрен пуçласа тата ытларах. Хăшне суйламалла-ши тесе иккĕленекенсене смотрицифру.рф сайта кĕрсе пăхма сĕнетĕп. Унта цифрăллă хыпарлава йышăнма юрăхлă оборудованисен списокĕ пур. Çынсен çакна пĕлмелле: приставка курупки çинче DVB-Т2 стандартăн палли пулмалла. Хăш-пĕр производитель пирĕн «лĕпĕше» – «Цифрăллă эфир телекуравĕ» текенскере – илнĕ. Енчен те приставка курупки çинче çак «лĕпĕш» пур тăк – эппин, пирĕн специалистсем ку моделе лабораторире тĕрĕсленĕ, вăл сигнала йĕркеллĕ тытать. Çакна асра тытмалла: суту-илĕвĕн хăш-пĕр сечĕ юрăхсăр тесе йышăннă /бракланă/ е DVB-Т2 стандарта мар, DVB-Т стандарта çеç тытакан приставкăсене сутать. Çавăнпа та тимлĕрех пулма ыйтатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code