Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă кăмăллă, сăпайлă

Ырă кăмăллă, сăпайлă

«Ырă çын ырра вĕрентет, усалли – усал ĕç тума хĕтĕртет», – тенĕ авалхи çынсем. Çак сăмахсене çĕр çине пархатарлă ĕçсем тума килнĕ вăр-вар та сăпайлă, ăшпиллĕ Лена Лисицына пирки каланăнах туйăнаççĕ.

80 çул каялла – Аслă Пăла Тимешри Николай Ефремовичпа Валентина Егоровна Столяровсен çемйинче пиллĕкмĕш ача – Лена çуралнă. Ашшĕ чĕрçи çинче нумаях утьăкка сикеймен вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕ ялти арçынсемпе пĕрле çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. 1945 çулта, вăрçă чарăнсан, Коля тете яла таврăннă, анчах нумай вăхăт хушши çемйипе пĕрле пулма тÿр килмен ăна. «Шанчăксăр» салтак пулнă тесе ялтан илсе тухса каяççĕ. Тепĕр икĕ çул хушши, тăвансен ăшшисĕр, тăварлă тарпа çăвăнса пурăнма тивет Коля тетен аякра. 1947 çулта, таса ята тавăрса, яла çаврăнса çитет çемье пуçлăхĕ. Лена хĕрĕ ку вăхăтра шкула çÿреме пуçланă ĕнтĕ. Чунне парса вĕренет хĕр ача, мал ĕмĕтпе çунатланать. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн кÿршĕ районти вăтам шкулăн саккăрмĕш класне çÿреме пуçлать. Пурнăçри йывăрлăхсене пула вĕренсе пĕтерме май килмест хĕрĕн. Ăна колхоз лашисене пăхма шанса параççĕ. Икĕ çултан фермăна сысна самăртнă çĕре куçараççĕ. Тăрăшуллă та тĕплĕ хĕре колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама шанаççĕ. Хитре сăнлă, çинçе пилĕклĕ те матур пикене каччăсем те куç хываççĕ. Чăваш юманĕ пек тĕреклĕ каччă – Геннадий Лисицын виçĕ çул хĕре каçсерен киле ăсатать. 1960 çулта икĕ юратуллă чĕре çемье çавăраççĕ.

Тăватă çул хушши ватăсемпе тĕп çуртра пурăнаççĕ çамрăксем. Унтан çемье хушăнса пынă май уйрăлса тухса пÿрт çавăраççĕ. Нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмасть çамрăк мăшăр, ăçта ĕç хушнă – çавăнта тăрăшать. Тату та килĕшÿллĕ çемьере умлă-хыçлă ытарайми тĕпренчĕкĕсем кун çути кураççĕ. Çичĕ пĕртăвана ура çине тăратаççĕ Лисицынсем. Пĕр-пĕрне хытă юратни, ăнланни, пулăшни – пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пыма хистенĕ мăшăра. Геннадий Васильевич колхозри чи ăста водительсенчен пĕри пулнă. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

1970 çулта ялта участокри больница хута кайнă. Лена аппана санитарка пулса ĕçлеме сĕнеççĕ. Яланах çынна пулăшма хатĕр хĕрарăмшăн ку чи пысăк чыс евĕр туйăннă. 20 çул чунне парса тăрăшнă вăл кунта. 41 хутчен хăйĕн юнне парса вуншар çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Акă, пĕринче çĕрле вилĕм аллине лекме пуçланă тутара илсе килеççĕ. Тухтăрсем халех 1-мĕш ушкăн юн кирлине пĕлтерсен, Лена Николаевна унпа юнашар выртса тÿрремĕн хăйĕн юнне парать. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлĕ хак панă: СССР хисеплĕ донорĕ. Çавăн пекех тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тĕрлĕ шайри наградăсем илнĕ вăл.

Л.Лисицына тивĕçлĕ канăва тухсан та шкул столовăйĕнче тăрăшнă, ялти чиркĕве тунă çĕрте те вăй-халне шеллемен.

Çак хĕрарăмăн пархатарлă ĕçĕсене шутласа пĕтерес те çук. Вăл тĕрлĕ мăнастирсемпе чиркÿсене пахча çимĕç, улма-çырла пуçтарса пама та пулăшнă. Хăйĕнпе пĕр шухăшлă тус-юлташĕсемпе пĕрле çăм арласа, ăшă алса-нуски, кофтăсем çыхса парса янă. Паян та чиркÿри тĕрлĕ ĕçрен пăрăнмасть, çамрăксене хавхалантарса пырать.

Мăшăрĕпе 52 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Йывăр чире пула ачасен ашшĕ пурнăçран иртерех уйрăлса кайнă. Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Люба – асли, Германире пурăнать. Амăшне пилĕк хутчен хăйсем патне илсе кайса кăтартрĕ. Владимир строитель, Николай – механик, Михаил водитель, Верăпа Надя сутуçă профессийĕсене алла илнĕ. Шупашкар, Мускав хулисенче çемйисемпе пурăнаççĕ. Лена аппан пурнăçне 10 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнукĕ илемлетеççĕ.

Лисицынсен хитре те капмар çурчĕ чиркĕве хирĕçех ларать. Çавăнпа та ăна чиркÿ çуртне каçса çÿреме те меллĕ. Кирек кама та пулăшу аллине тăсакан ватă вăй-халне те, вăхăтне те, пурлăхне те шеллемест.

З.ПОРТНОВА.
ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Лисицына.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code