Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета йышăннă

Бюджета йышăннă

Декабрĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Пухăва район пуçлăхĕ – Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ И.Васильева ертсе пынă.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова сăмах илнĕ. Вăл районăн 2020 тата планпа пăхнă 2021-2024 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп прогнозлă кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Депутатсем малалла 2020 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана тишкернĕ.

Тĕп ыйту шутĕнче Елчĕк районĕн 2020 çулхи тата планпа пăхнă 2021 тата 2022 çулсенчи бюджетне йышăнасси пулнă. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарнă. Депутатсем пурте пĕр саслă пулса виçĕ çулхи малашлăх бюджетсене йышăннă. Маларах палăртнă тăрăх, 2020 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 426 млн тенкĕпе, расхут пайĕ 427,5 млн, дефицит 1,5 млн тенкĕпе танлашмалла.

Халăх суйлавçисем район Депутачĕсен «Елчĕк районĕн 2019 çулхи тата планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çавна май бюджетăн тупăш пайĕ 443,5 млн, расхут пайĕ 467,9 млн тенкĕпе танлашать.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code