Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çÿп-çап тарифĕсем пĕчĕкленеççĕ

Çÿп-çап тарифĕсем пĕчĕкленеççĕ

Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова кăмăллă хыпар пĕлтерет: уйрăм çынсем йăлара усă курнă хытă каяшсемшĕн тÿлемелли тарифсем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕчĕкленеççĕ. Каяшсен çын пуçне тивекен нормативĕсене чакараççĕ – çавăнпа сахалрах тÿлемелле пулĕ. 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта ялта пурăнакансен çын пуçне 49,72 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Утă уйăхĕнчен виçе пысăкланать – 60,8 тенкĕ. Хула çыннисен те сахалрах тăкакланмалла пулĕ: кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса – 60,8 тенкĕ, иккĕмĕш çур çулта – 73 тенкĕ ытла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code