Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Усăллă тĕл пулу

Усăллă тĕл пулу

11-мĕш класра вĕренекенсен кĕçех хĕрÿ тапхăр пуçланать. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытнă хыççăн вĕсем пĕлĕвĕсене малалла ÿстерсе тивĕçлĕ професси илес тĕллевпе тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайĕç. Çавна май вĕсене вĕренме кĕрес условисемпе, студент пурнăçĕпе паллаштарни питĕ вырăнлă.

Шăпах çак тĕллеве мала хурса тĕп хуламăрти аслă шкулсен представителĕсем районсенче пулаççĕ, пулас абитуриентсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çакăн евĕр тĕл пулу çак кунсенче Елчĕк шкулĕнче иртнĕ. Унта райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хутшăннă.

Вĕренекенсем преподавательсемпе тата студентсемпе курнăçнă хыççăн студент пурнăçĕ пирки тулли информаци илнĕ, хăйсем те ыйтусем пама пултарнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем тĕл пулăва хутшăннисене хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code