Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасене тимлĕх кирлĕ

Ачасене тимлĕх кирлĕ

Райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче пăхса тухакан ыйтусем яланах çивĕч – ĕçсен пысăк пайĕ ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене тивĕçлĕ пăхайманнипе çыхăннă. Сăлтавĕ вара ытларах чухне пурин те пĕрешкел – аслисем эрех-сăрапа иртĕнеççĕ.

«Тырă пулмасан – пĕр çул хуйхă, ывăл-хĕр ăнмасан ĕмĕрлĕх хуйхă», – тенĕ ваттисем. Ача çуралсанах ашшĕ-амăшĕ унăн малашлăх кун-çулĕшĕн яваплă пулса тăрать, мĕншĕн тесен вăл мĕнле çын пулса çитĕнесси вĕсем ăна кирлĕ пек пăхнинчен тата тĕрĕс воспитани панинчен килет. Енчен те аслисем хăйсем те тÿрĕ пулмасан, тĕрĕс пурнăçпа пурăнмасан кĕçĕннисем ырă çынсем пулса ÿсĕç тесе шантарма йывăр.

Ларура пăхса тухнă 7 ашшĕ-амăшĕ те пĕр статьяпа – Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 5.35 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн /çул çитменнисене пăхас, воспитани парас, вĕрентес, вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тивĕçсене пурнăçламаншăн е çителĕклĕ пурнăçлайманшăн/ айăпланчĕç. 1992 çулта çуралнă А. эрех ĕçмессерен час-часах çемье членĕсемпе харкашса кил-çурт лăпкăлăхне пăсать, çавна май садике çÿрекен ачи те асап тÿсет. Çĕрлехи вăхăтра çемье канлĕ ыйхăра пулмалла пулсан – А.-сен килĕнче ку тапхăрта чылай чух харкашу. Тен, çавна пулах, çывăх çыннинчен хăраса шарт сиксе вăрана-вăрана кайнăран, хĕр ача аталану енĕпе тантăшĕсенчен юлса пырать. Çемье пуçĕ комисси членĕсен умĕнче урăх кун пек тĕслĕхсем пулмĕç тесе çирĕплетрĕ те-ха, сăмахне тытсан тем пекехчĕ.

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи çамрăк хĕрарăм /1983 çулта çуралнă/ – 3 ача амăшĕ. «Симĕс çĕлен» серепинчен хăтăлаймасть вăл. Упăшки пур чух та, вăл ытти региона ĕçлеме кайнă тапхăрсенче те «çуттине» пушатсах тăрать, çавна май çулталăк та тултарайман пепкине, ытти ачисене тивĕçлĕ пăхаймасть. Эпир тĕрĕслевсенче пулнă тĕслĕхсенче те хĕрарăм енчен улшăну пулманран 2 хут та протокол çырма тиврĕ. Халĕ сутуçăна ĕçлеме вырнаçнине хыпарлать хĕрарăм, тÿрĕ çул çине тăма шантарать.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи У.-сем – икĕ ачаллă мăшăр, вĕсем те эрех-сăрана кăмăллаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ хальхи вăхăтра тĕп хулари пĕр техникумра пĕлÿ илет, анчах та занятисене çÿременрен ăна унтан кăларса ярас ыйту тăрать. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Н.-н ывăлĕ, Аслă Елчĕкри Н.-ăн хĕрĕ те Шупашкарта пĕлÿ илеççĕ, анчах та çул çитмен çамрăксем вĕренÿрен пăрăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ енчен çирĕп тимлĕх çукки ура хурать ачасене.

1992 çулта çуралнă Ф. Патăрьелĕнчен Елчĕк районне пĕрле пурăнакан арçын патне килсе çÿрет. Хваттерте пурăнма условисем çукки вĕсен 5 çулхи ачине тивĕçлĕ çитĕнессинче тата аталанассинче йывăрлăх кăларса тăратать.

Тăрăм ял тăрăхĕнчи Л. икĕ хĕрне пĕчченех çитĕнтерет. Вăл та эрех-сăрана тĕртсе ямасть. Шкула тата ача садне çÿрекен ачасен амăшĕн чылай чухне ачи шкулта апат çинĕшĕн тата ача садне çÿренĕшĕн тивекен тÿлевсемпе татăлма укçи-тенки çитсе пымасть. Кĕçĕн хĕрĕн ашшĕ ачине пулăшманни, воспитани ĕçне хутшăнманни, вăл чăн та хĕрĕн ашшĕ пулнине саккун урлă çирĕплетменни çемье умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратать.

– Ашшĕ алимент тÿлесе тăрсан та çăмăл пулĕччĕ мана, – тет хĕрарăм куççуль витĕр.

Комисси членĕсен хушшинче вĕренÿ, культура, медицина, халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăсенчи, йĕрке хуралĕнчи, социаллă тата ытти тытăмри представительсем пулни вырăнлă. Ку енĕпе хĕрарăма документсем хатĕрлесе пама пулчĕç вĕсем, ăна ĕçпе тивĕçтерекен центра учета илме палăртрĕç. Анчах хĕрарăмăн та тарăннăн шутласа тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла – тÿрĕ çул çине тăмалла.

Районти вĕренÿ, хушма вĕренÿ, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем çул çитмен ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелессипе, ăнăçсăр çемьесемпе тимлессипе пурнăçланакан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code