Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Беларуçрен — ылтăнпа

Беларуçрен — ылтăнпа

Асăннă çĕршыври Киричев хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ.

Раççейри 20 регионтан, çавăн пекех Абхазирен, Молдовăран, Казахстанран 800 яхăн атлет тупăшнă. Чăваш Ен чысне унта Елчĕкри Михаил Миллин хỹтĕленĕ. 35 килограмлă виçере кĕрешсе вăл ултă спортсмена парăнтарса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пысăк çитĕнỹпе ашшĕне — Константин Александрович тренера та саламлатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code