Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерансен пленумĕнче

Ветерансен пленумĕнче

Ĕнер ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн черетлĕ пленумĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата ыттисем те хутшăннă.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи Людмила Зайцева ветерансен канашĕ 2018 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинчен каласа панă. Аслă ăрурисем çавăн пекех пĕрле канашласа 2019 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Ветерансем Аслă Пăла Тимешри пуçламăш организаци председателĕн Зинаида Портнован «Аса илетĕп, савăнатăп» ятпа пичетленсе тухнă сăвăсен кĕнекине хакланă, автора малашне те çĕнĕ шухăшсемпе пуянланма, черетлĕ кĕнекесене кун çути кăларма çирĕп сывлăх, çитĕнÿсемпе ăнăçусем суннă. Пенси фончĕн, соцаллă хÿтлĕх пайĕн, медицина ĕçченĕсем ватăсене тивекен тĕрлĕ çăмăллăхсем çинчен каласа кăтартнă. Районти тĕп больницăн ĕçченĕсем сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине аса илтернĕ май пленума хутшăннисене тĕрлĕ канаш-сĕнÿ панă, вĕсен юн пусăмĕсене виçнĕ.

Кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Вениамин Медведев ÿнерçĕн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ «Тăван тăрăх – Раççей кĕтесĕ» куравпа хавхаланса паллашнă май аслă ăрурисем картинăсенче сăнланнă çут çанталăкăн тĕрлĕ пулăмĕпе киленнĕ, художник ĕçне пысăк хак панă.

Пуçтарăннисен умĕнче Николай Миллин сăмах илнĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕсем обществăлла ĕçре хастар пулнине палăртнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code