Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Кашни ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ черетлĕ канашлăвĕнче район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Хĕл тапхăрĕнчи юлашки вăхăтри канмалли кунсем уйрăмах кăмăл-туйăма çĕкленÿлĕх кÿрекен савăнăçлă мероприятисемпе тулли те пуян пулчĕç. Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртекен районти арçынсен фестивалĕ çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Правительствин хоккей команди ятарласа Елчĕке килсе çитни, Лаш Таяпари çĕнетнĕ пăр площадкинче «Таяба» командăпа юлташла тĕл пулу йĕркелени те – асра юлмалли пулăм. Çаксем пирки тĕплĕнрех – паянхи номерте. Николай Петрович тата маларах Елчĕк шкулĕн никĕсĕ çинче кадетсен класне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнине халалласа ирттернĕ уява çитсе курнă. Кадетсем бал ташшипе тыткăнланине уйрăммăн палăртса каларĕ вăл. Районти яш-кĕрĕме ташă ăсталăхне хăнăхтарассипе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимлекен Светлана Карамаликова хореографа, кадет класĕнчи чи илемлĕ ташлакан вĕренекенсене – Екатерина Цыгановăпа Антон Романова, Анастасия Нягинăпа Дмитрий Казеева район администрацийĕн Тав хутне парса чыс турĕ.

Килти хуçалăхра усă курнă хытă каяшсене турттарса тухассипе палăртакан норматива улшăнусем кĕртесси – ял çыннисем тÿлекен хака чакарас ыйтăва халăх майлă татса парассинче çав-çавах ăнланмалла мар лару-тăрупа тĕл пулатпăр мар-и? «МВК «Экоцентр» ОООн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова палăртнă тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ялсенче уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен çÿп-çапа турттарса тухнăшăн кашни çын пуçне, малтанхи 74,44 тенкĕ вырăнне, 60,71 тенкĕ тÿлемелле. Çав вăхăтрах район центрĕнчи уйрăм çуртра пурăнакансем, нумай хваттерлĕ çуртсенчисемпе тан, 75,70 тенкĕ тÿлемелле пулнине ăнланма çук. Мĕншĕн апла;

Район администрацийĕн пуçлăхĕ шухăша яракан ытти ыйтусем тавра та чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри – вырăнти /пурлăх тата çĕр/ налуксене пуçтарса çитерейменни. Паянхи кун тĕлне вăл 1 миллион та 139 пин тенкĕпе танлашать – сахал мар çакă. Николай Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак ĕçре вăхăта вăраха ямасăр йĕрке тума хушрĕ – парăмçăсемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсене «итлеттермелле».

Социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕн тĕп специалист-уполномоченнăйĕ Алина Сверчкова социаллă страховани тытăмĕнчи иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тата 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа законодательствăна кĕнĕ улшăнусем çинчен каласа кăтартрĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин ирĕклĕ халăх дружинин /ДНД/ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, район территорийĕнчи гидротехника сооруженийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе – тытса тăрасси пирки чарăнса тăчĕ.

Май пулнипе усă курса район администрацийĕн пуçлăхĕ Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма тивĕçнĕ Алина Смирновăпа паллаштарчĕ, ăна çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code