Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир – вăрçă ачисем

Эпир – вăрçă ачисем

Нихăçан та тухмаççĕ асран
Сивĕ вăрçăн хаяр çулĕсем…
Час-часах хуйхăрса пур чунтан
Шав йĕретчĕ анне чĕтренсе.

Аллинче – виçкĕтес-çырусем,
Черетпе вăрçăран килнисем.
«Тавăрсам ывăла, мăшăра», –
Хăй ыйтатчĕ ялан Турăран.

Ах, сайралчĕç анчах çырусем,
Куççульпе чĕререн кĕтнисем,
Пит инçе-çке тумхах çулĕсем,
Тупайман, тен, вĕсем хуçине?

Пур ача апата лариччен
Тилмĕретчĕ анне кашнинче:
«Килех, ывăлăм, эс тутансам,
Килех, мăшăрăм, тутă пулсам…».

Çавăн пек мĕн çĕре кĕриччен
Кĕтрĕ вăл аттепе тетене.
Икĕ кашăк сĕтел çийĕнчен
Çухалмарĕç анне виличчен.

Аттене туртса илчĕç пиртен
Сивĕ вăрçăн хаяр çÿлĕсем.
Эпир пултăмăр «вăрçă ачи».
Кÿтсе çитĕнчĕç пирĕн чунсем.
                                           Зоя КУЛАКОВА.
                                          Шăмалак ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code