Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — вăй

Пĕрлĕхре — вăй

Хĕл кунĕceм çитрĕç. Ноябрь вĕçĕ те пире сивĕceмпе тĕpĕcлерĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене сивĕсенче уйрăмах çăмăл мар. Вĕcене пулăшасcи округра малаллах пырать. Кашни ял çынни харсăр ку ĕçре.

Укçа-тенкĕпе те, ăшă тум тата çарта куллен кирлĕ япаласем пуçтарса та пулăшаççĕ. Окоп çуртисем ăсталать халăх, маскировка сеткисем çыхать. Салтаксене пулăшас тĕллевпе çак кунсенче Телеграм каналта çĕнтерĕве çывxapтма, ятарлă çар операцине хутшăнакан Елчĕк паттăрĕсене пулăшма «Елчĕк паттăpĕceне пулăшакан ушкăн» страница уçăлчĕ. Кĕcке вăxăтрах 2600 яхăн çынна пуçтарчĕ вăл. Кашниех салтаксене пулăшас ĕçре хăйĕн тỹпине хывать.

Ытти тăрăхра пурăнакан ертешĕмĕрсем те ырă ĕçрен аякра тăмаççĕ. Ушкăн пуçарăвĕпе Мускавра пурăнакан Ксения лавккасем тăрăх çỹресе кĕске вăхăтра салтаксем валли ăшă тум, атă-пушмак, çумăртан хỹтĕленмелли тата ытти хатĕрсем туянса Шупашкара ăсатрĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та пур. Пире, ашшĕ-амăшне, уйрăмах савăнтараççĕ вĕсем. Тĕп хулара таварсен хакĕ те йỹнĕрех, кирлине те хăвăрт тупма май пуррине пĕлтерет Ксения. Туяннă япаласене çитес вăхăтра салтаксем патне çитерĕç.

Салтаксем хăйсене кирлĕ япаласем туянма ыйтса тăратнă список вăрăм. Юлташсем, май çитнĕ таран пулăшар миршĕн кĕрешсе пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмен ентешĕмĕрсене. Салтаксене май çитнĕ таран пулăшса çак номер çине укçа-тенкĕ куçарма пулать: 89083091271.

Çак кунсенче округри тĕп вулавăшра салтаксен çемйисене пуçтарса çавра сĕтел иртрĕ. Унта округри ертỹлĕх те хутшăнчĕ. Пĕрлехи калаçура çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Çак информацине те пĕлтерсе хăварар. Декабрĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшса ыр кăмăллăх концерчĕ иртет. Кăмăл пуррисем кашниех пырса курма пултараççĕ унта. Муниципалитет округĕн пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем хутшăнĕç концерта. Пĕрле пулар, пĕрлĕхре — вăй.

Салтаксен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе — Нина ЛЕВАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code