Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш артисчĕсем — ВДНХра

Чăваш артисчĕсем — ВДНХра

Хальхи вăхăтра Мускаври ВДНХра «Раççей» курав малалла ĕçлет. «Чувашия благодарит» («Чăваш Ен тав тăвать») ят панă республика экспозицине.

Чăвашсем унта ытти пуянлăхăмăрпа пĕрле «Тухья» арт-объект илсе кайнă. Хĕрсем пуçа тăхăннă арт-объект çỹллĕшĕ — 6 метр. Ăна алăпа ăсталанă, вăл 217 çутă элементĕнчен тăрать. Экспозицире мĕн пулса иртнине кура çутă тĕсĕ ылмашать.

Çак кунсенче экспозиципе Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем — Раççей халăх артистки Нина Яковлева, ЧР халăх артисчĕсем Иван Иванов, Валентина Иванова, Геннадий Медведев тата Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕ Василий Николаев паллаштарнă. «Тăванлăх алтăрне йăтса» концерт хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code