Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕплĕ юсав хыççăн

Тĕплĕ юсав хыççăн

алăкĕсене яриех уçнă Елчĕкри искусство шкулĕ.

Чăваш Республикинчи «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал Елчĕкри искусство шкулĕ пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 10125 пин тенкĕне тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕпе çурт тăррине юсанă, çи виттине, чÿречесене, алăксене улăштарнă, урайне, стенана, кабинетсенчи маччана юсаса çĕнетнĕ. Çавăн пекех зала çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Çĕнĕ оборудованисемпе çемçе креслăсем тĕрлĕ мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерме май парĕç. Хушма пĕлÿ паракан шкул 2 миллион тенкĕлĕх музыка инструменчĕсемпе пуянланнăран воспитанниксемпе преподавательсен савăнăçĕ куç тулли.

Тĕплĕ юсав ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, «Партнер» ООО ертÿçи Борис Матвеев, строитель контролĕ Николай Краснов тата искусство шкулĕн преподавателĕсем хак панă, Николай Петрович коллектива çĕнĕ ÿсĕмсем тума, пултаруллă ачасем суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code