Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр сукмакпа 65 çул

Пĕр сукмакпа 65 çул

Утмăл пилĕк çул — çакă пысăк цифра пулнипе пĕрлех Викторовсен çемйишĕн алла-аллăн пурăнса ирттернĕ пĕтĕм пурнăç.

Елчĕк ялĕнче пурăнакан Алексей Алексеевичпа Евдокия Алексеевна Викторовсен — тимĕр туй. Çак сахал мар çул хушшинче мăшăр пĕр-пĕрне юратса тата хакласа, çур сăмахран ăнланса алла-аллăн пĕр сукмакпа утнă.

Çемье ĕçпе палăрнă. Пĕрлешсен чи малтанах пысăк ĕмĕтпе — çирĕп çурт-йĕр хăпартас шухăшпа çунатланнă. Йывăр ĕçрен те, вак-тĕвек пăтăрмахсенчен те хăрамасăр утăм хыççăн утăм, кирпĕч хыççăн кирпĕч хурса çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ — пĕрлехи вăйпа кермен пек çурт хăпартса лартнă. Çĕнĕ йăвара çулран-çул ачисем хушăнсах пынă. Ывăлĕсем Викторпа Александр тата кĕçĕн хĕрĕ Валентина ашшĕ-амăшне вĕренỹре те, хуçалăхри кулленхи ĕçре те савăнтарса тăнă. Çитĕнсен виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Алексей Алексеевич ывăлĕсене шанчăклă пулма, сăмах тытма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнĕ пулсан, Евдокия Алексеевна хĕрне килти хуçалăхăн вăрттăнлăхĕсене ăса хывма, çывăх çыннисене тата çемьери ăшăлăха упрама хăнăхтарса ỹстернĕ.

Алексей Алексеевичпа Евдокия Алексеевна Викторовсем тăван район историне тарăн йĕр хăварнă çынсем. Вĕсен пурнăçĕ — чăн-чăн ĕçченлĕх тата хăйсен ĕçне парăннине палăртакан тĕслĕх. Çемье пуçĕ чылай çул «Прогресс» колхозра тăрăшнă: малтанах трактор паркĕн бригадирĕ пулнă, каярахпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Ăна яваплăхĕпе шанчăклăхĕшĕн, çынсене хăй хыççăн ертсе пыма пĕлнĕшĕн хисепленĕ. Колхозăн хисеплĕ членĕ, ĕç ветеранĕ — çак ятсем унăн ĕçне тивĕçлипе хакланине çирĕплетеççĕ. Евдокия Алексеевна хăйĕн пĕтĕм пурнăçне бухгалтер профессине халалланă. Çирĕм çул вăл районти сĕт-çу заводĕнче ĕçленĕ, унта бухгалтертан пуçласа тĕп бухгалтер таран ỹснĕ. Ĕçченĕн опычĕпе яваплăхне Елчĕк район администрацийĕ те хакланă — кунта вăл бухгалтер-ревизор, каярах финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшнă. Пенсире те Евдокия Алексеевна ĕçсĕр ларман — тивĕçлĕ канурине пăхмасăр виçĕ çул çĕр ресурсĕсемпе тата çĕр йĕркелĕвĕпе ĕçлекен Елчĕк районĕнчи комитечĕ çумĕнчи кадастр бюровĕн тĕп бухгалтерĕнче вăй хунă. Унăн ĕçне те тивĕçлипе сумланă: ĕç ветеранĕ, каярах районăн хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысланă.

Яланах ача-пăча сассипе янăранă çурта Викторовсем çирĕп тытса пынă. Çемье пуçĕ унăн тĕреклĕхĕшĕн тăрăшнă пулсан, кил хуçи хĕрарăмĕ унăн тасалăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн канăçне пĕлмен. Халĕ ватăсем кĕçĕн ывăлĕн Александрăн çемйипе пурăнаççĕ. Ывăлĕ тата Людмила кинĕ, вĕсен ачисем вĕсен ватлăхри тĕрекĕ. Ытти ачисем те çемйисемпе çуралса ỹснĕ тăван килте час-часах пулаççĕ. Халĕ Алексей Алексеевичпа Евдокия Алексеевнăн ултă мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнук. Кашни вырсарникун тенĕ пекех вĕсен пỹртĕнче шавлă та хаваслă, мăнукĕсем аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне ыталама чупаççĕ, мăнукĕсен ачисем кивĕ сăн ỹкерчĕксене кăсăкланса пăхаççĕ, аслисем вара вĕсене иртнĕ вăхăтри историсене хаваслăн аса илсе каласа кăтартаççĕ. Евдокия Алексеевна çывăх çыннисем килес умĕн малтанхи пекех кукăль пĕçерет, кинне тĕрлĕ ĕçре пулăшать. Алексей Алексеевич вĕллесене пăхать, хăйĕн ĕç опытне кĕçĕн ывăлне парассишĕн ăнтăлать.

65 çул халăх хушшинче, ял çинче ырăпа палăрнă çемье чăннипех те сумлă. «Çемье телейĕ мĕнре-ши?», — тесе ыйтсан аслă ăру çыннисем çапла хуравлаççĕ:

— Телей — пĕр-пĕрне юратнинче, хакланинче тата ăнланнинче, каçарма пĕлнинче. Вăхăтра каланă ырă сăмах, çивĕч лару-тăрура хăш чух чĕнмесĕр тăма пĕлни, хăвна çăмăл мар пулсан та теприне пулăшма хатĕр тăни.

Викторовсен ырă ятне ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тăсса пырĕç. Сахал мар çула парăнтарса пурнăç çулĕпе тивĕçлĕ утăмлакан тимĕр туй хуçисене вара сывлăх та ырăлăх, канлĕ ватлăх сунар.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code