Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăх тĕнчине йыхравлать

Ачалăх тĕнчине йыхравлать

Вĕренỹ çулĕ тин кăна пуçланчĕ пек, пĕрремĕш классемшĕн анчахрах пирвайхи шăнкăрав янăрарĕ пек — сентябрь уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе те кайрĕ, кĕçех октябрь уйăхĕ вĕçленет. Чăваш кĕнеке издательствинче вара нумаях пулмасть чăн-чăн кĕрхи кăларăм кун çути курчĕ. Лидия Саринен «Пĕчĕк шкул ачи. Братик» сăвă пуххин хуплашки çинче икĕ арçын ачана куратпăр. Пĕри рюкзак çакнă, аллинче — чечек çыххи, вăл шкул ачи пулни тỹрех паллă. Кĕçĕнреххи хĕрлемес кушак йăтнă, пиччĕшне ăсатма тухнă пулас. Ахăртнех, ỹнерçĕ Пĕлỹ кунĕнчи илемлĕ ире сăнланă. Хĕрлĕ, сарă тĕслĕ вĕрене тата пилеш çулçисем урамра кĕркунне хуçаланнине систереççĕ. Çав хушăрах симĕс çулçăсем те пур-ха. Çакăн пек илемлĕ ỹкерчĕке калăплаканĕ — Светлана Бритвина ỹнерçĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнеке (редакторĕ — Ольга Иванова) 1000 экземплярлă тиражпа тухнă. Унта Лидия Михайловнăн чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисем кĕнĕ. Авторăн пултарулăхĕнче туслăхпа ырăлăх теми тĕп вырăн йышăнать. Ун сăввисенчи сăнарсем — лара-тăра пĕлмен хастар ачасем. Вĕсем чĕрчунсемпе туслă («Çуркунне», «Хаш сывлать ула ĕне», «Ача урама тухмасть», «Йытă çури», «Кушак çури»), ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ («Тутлă яшка» «Ирхине», «Наçтук»), шкулта вĕренме ĕмĕтленеççĕ («Пĕчĕк шкул ачи»). Паллах, кирек мĕнле ачапча пекех выляма юратаççĕ. Тепĕр чухне вара вăйăран вăкăр сиксе тухать… Тĕслĕхрен, «Чуччу» сăвăри лирика харкамçи кушакĕпе пуканине те пĕрле ярăнтарасшăн пулать. Ĕç-пуç акă мĕнпе вĕçленет:

Кушак тарчĕ ман çумран,
Эх, хавшак чĕре!
Пукане юлмасть унран,
Ỹкрĕ, ав, çĕре.
Ыткăнтăм çỹлтен çỹле,
Çăлтăрсем патне!
Таврăнтăм ỹле-ỹле
Кăн-кăвак питпе.

«Кулленхи тĕлĕнтермĕш те кулăшла пулăмсем мана сăвă çырма хавхалантараççĕ. Хайлавăмсене эпĕ ачасене халаллатăп», — тет Лидия Сарине.

Унăн сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ, çитĕннисене те ачалăх тĕнчине ертсе каяççĕ.

Светлана Бритвина ỹнерçĕн ĕçĕсем те сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ, савăнăç кỹреççĕ. «Илемлĕ те хавас ỹкерчĕксемлĕ кĕнекене вулама яланах интереслĕ. Ку кăларăм — ачалăхпа туслăх, ăшăлăхпа ырăлăх çинчен», — тет Светлана Александровна.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code