Чăваш Республикин наци библиотеки республикăра йăлана кĕнĕ «Литературăллă Чăваш Ен: Çулталăк кĕнеки — 2025» фестиваль-конкурс пуçланнине пĕлтернĕ.
Проект регионти Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, çавăн пекех Раççей писателĕсен союзĕн чăваш уйрăмĕ, Чăваш кĕнеке издательстви тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Мероприятин тĕп тĕллевĕ — вырăнти авторсен хайлавĕсене халăх хушшинче сарасси тата регионта вулав культурине аталантарасси.
Патреккел ялĕн библиотекипе культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе вулавăшра хăйсен ентешĕсемпе — Галина Енейкина сăвăçпа тата çыравçăпа, Валентина Кириллова çыравçăпа тĕл пулу иртнĕ. Унта Патреккелти тĕп шкулта вĕренекенсемпе «Сударушка» клуб йĕркеленĕвне çỹрекенсем хутшăннă.
Мероприяти хăнисем хăйсен пултарулăхĕ çинчен тата 2025 çулта кун çути курнă кĕнекесем çинчен каласа панă. Ачасем поэтессăн сăввисене чăвашла тата вырăсла вуланă.
Тĕл пулу ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ.

