Çирĕклĕ Шăхалĕнче Питравра ял уявне ирттернĕ.
Праçника чылай кун маларах хатĕрленсе кил-çурт умĕсене, урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, чечексем лартнă. Аслă Пăла Тимешри «Пăла таппи», вырăнти «Хавас» ушкăнсем хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Юбилярсене, чи нумай çул пурăнакана, тинтерех çут тĕнчене килнĕ пепкене, çар çыннисене тата ыттисене саламласа парнесем панă.
Аслă Елчĕкре вăл кун нумай спорт мероприятийĕ йĕркеленĕ, Элпуç-Кармал тăрăхĕнче вара халăх рысаксен чупăвĕпе киленнĕ.

