Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Паян – Пĕлÿ кунĕ

Паян – Пĕлÿ кунĕ

Районти 1769 вĕренекен, вăл шутран пĕрремĕшсем 149 ача, парта хушшине ларчĕ.

Шкула, ачасем, шкула!

Юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă.

Унта регионсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçламашкăн мĕнле хатĕрленнине пĕтĕмлетнĕ. Канашлура шкулсене Пĕлÿ кунĕ тĕлне мĕнле хатĕрлесе çитернине, ачасен хăрушсăрлăхне, санитари нормисене, педагогсене ĕç укçипе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Вĕрентÿ министерствине икке пайлани – Çут ĕç министерствине тата Наукăпа аслă вĕрентÿ министерствине туса хуни – çинчен пĕлтернĕ май Дмитрий Анатольевич регионсен влаçĕсене вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме чĕнсе каланă.

Раççейре кăçал 15 миллион ача партăсем хушшине ларĕ. Чăваш Ене илес тĕк 274 пин ачапа çамрăк классемпе аудиторисене килĕ: 137,7 пин шкул ачи /вĕсенчен 15 пинĕшĕ – пĕрремĕш классем/ тата 60 пин ытла студент. Вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекен педагогсен йышĕ те пысăк – 11 пин çынна яхăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code