Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çын ĕçпе телейлĕ

Çын ĕçпе телейлĕ

Кашни çынах, çĕр çине килсен, хăйĕн телейне тупма тăрăшать. Ăна ăçта тата мĕнле курни çынран хăйĕнчен килет. Манăн геройăм вара ăна ачасене ăс парса, вĕрентсе, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнинче курать.

Шăпах 50 çул каялла кăрлач уйăхĕнче Кушкăри Илья Федоровичпа Ирина Николаевна Трофимовсен туслă çемйинче 3-мĕш ача, Аня кун çути курнă. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Йышлă ача-пăча ĕç çумне те час çыпăçнă. 1-мĕш класа çỹреме пуçласанах Аня пулас ĕмĕте çирĕплетсе хунă: «Учитель пулатăп». Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Юлия Рыбкина та хĕр ачасем çине пысăк витĕм кỹнех çав: 13-шĕнчен 8-шĕ çак профессие суйласа илнĕ.

Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Аня Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илет. Юлашки курса вĕреннĕ чухне Аслă Пăла Тимеш каччипе Валерий Портновпа паллашать. Пĕрре курсах хĕмленсе çуралнă юрату авăрне чăмнă çамрăксем. Кăштахран каччă хĕре мăшăр пулма вăрласа килет.

Валерин ашшĕпе амăшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă, 6 ача хăр тăлăха тăрса юлнă. Çуртра хĕрарăм алли кирлине те арçын питĕ лайăх ăнланнă. Туй-çăнăхтине те васкасах ирттернĕ вара.

Алла диплом илнĕ специалист ялти шкулта хореографие ертсе пыма пуçлать. Пилĕк çултан библиотекаре куçать, шкулти шут ĕçĕсене йĕркелесе пыраканăн тивĕçĕсене те туса пыма килĕшет. Аслă пĕлỹ кирлине шута илсе Анна Ильинична Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Диплом илнĕскере директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне лартаççĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене те ертсе пырать.

А.Портнова — чăваш чĕлхи учителĕсен округри ассоциацийĕн ертỹçи, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн членĕ, суйлав комиссийĕн секретарĕ. Ялти художество пултарулăх ушкăнĕнче те хастар вăл. Халĕ, авă, аваллăх музейне уçас тĕллевпе те ăшталанать. Хăй çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарни ăна ĕçре пулăшу тесшĕн.

— Тин кăна ĕçлеме килнĕччĕ, сисĕнмесĕрех 30 çул иртсе кайрĕ, — тет педагог.

Çак тапхăрти пархатарлă ĕçшĕн тивĕçнĕ награда та сахал мар унăн: ЧР Патшалăх Канашĕн, Вĕренỹ министерствин, Чăваш наци конгресĕн тата ытти ведомствăн Хисеп грамотисем.

Анна Ильиничнан çемйи те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Валерий Виссарионовичпа пĕр тăванĕсене пурне те аслă пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕ вырăнне пулса, тăван килте ăшшăн кĕтсе илсе, ăсатса ярса тăраççĕ. Мăшăрĕ, тăванĕсем вĕренччĕр тесе, хăй аслă пĕлỹ илеймерĕ.

Мăшăр икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Асли — Инесса — ЧПУра экономист тата юрист специальноçĕсене алла илнĕ. Алиса Мускаври патшалăх университечĕн дизайнпа технологи факультетне пĕтернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ачаллă.

Килĕшỹре пурăнакан мăшăр кил-çурта çирĕп тытса тăрать. Кермен пек çурт таврашĕ çу кунĕсенче хитре чечексем ăшне путать. Пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать. Пахча çимĕçне те туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ.

Пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнни кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать, ĕçлеме хавхалантарать. Анна Ильинична та ĕçре яланах çĕннине шырать, ĕçтешĕсен паха енĕсене ăса хывать, ачасем тăван чĕлхене юратса вĕренччĕр тесе тăрăшать.

Зинаида ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code