Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Герой — халăх асĕнче

Герой — халăх асĕнче

Икĕ хутчен Ленин орденне, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсене, «Сталинграда хỹтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ, Елчĕк районĕн пĕрремĕш полковникĕ — Совет Союзĕн Геройĕ Александр Беляев паттăpла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнăpaнпа декабрь уйăхĕнче 80 çyл çитрĕ.

Унăн ашшĕпе амăшĕ — Филипп Григорьевичпа Дарья Игнатьевна ура çинче çирĕп тăракан çынсем пулнă. Самана улшăнсан, вĕсене кулак йышне кĕртсен, Беляевсем мĕн пур пурлăхне хăварса Удмурт тăрăхĕнчи Кизнер поселокне тухса кайнă.

Александр Беляев 1908 çулхи август уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕкре çуралнă. 1916-1920 çулсенче Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ. 1923 çулта комсомола кĕнĕ. Александр çав вăхăтра Ульяновскри чăваш педтехникумĕнче вĕреннĕ. 1928 çулта вăл Новосибирск облаçĕнчи Оселки ятлă чăваш ялĕнче учительте ĕçлеме пуçланă. 1929 çулта хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара çырăннă. Волочаевск полкĕнчи взвод командирĕсем хатĕрлекен шкула пĕтернĕ. Çартан демобилизациленĕ хыççăн 1930 çулта запаса янă. Хĕрлĕ Çарăн кадрсен йышне кĕртнĕ.1937 çул тĕлне вăл дивизи штабĕн начальникĕ пулса тăнă. Çак çулах Канск хулинче ывăлĕ Анатолий кун çути курать. 1940 çулта А.Ф.Фрунзе ячĕпе хисепленекен академине вĕренме кĕнĕ. 1941 çулта Мускавра хĕрĕ Светлана çуралать. 1941 çулта ăна, майор званине илнĕскере, авиадесант бригадин штаб начальникĕ пулма янă. А.Ф.Беляев çарта 13 çул службăра тăнă. Вăл взвод командирĕ,батальон штабĕн начальникĕ, бригада штабĕн начальникĕ, дивизи штабĕн начальникĕ, дивизи командирĕ пулма ĕлкĕрнĕ. 1943 çулта вăл вăрçăра пуçне хурать. Ун чухне 35 çулта пулнă паттăр. Украинăри Верблюжка ялĕнче пытарнă ăна. СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Днепр геройĕсене наградăласси çинчен кăларнă Указĕпе килĕшỹллĕн Александр Филиппович Беляева Совет Союзĕн Геройĕ ятне тата фронт командованийĕ ăна полковник званине панă. Анчах та кун пирки пĕлеймен ентеш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code