Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшỹллĕн Шупашкарта пурăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан тур паллисене тĕрĕслеттернĕ.
Хулан 1-мĕш клиникин больницин сывлăх пункчĕ Кăнтăр поселокĕнчи пасар территорийĕнче ĕçленĕ. Тăватă сехетре 117 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Вăл йышра иккĕленỹ çуратакан тур паллисем пирки пĕлес текенсем те пулнă.

