Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕле мĕнле хатĕрленеççĕ?

Хĕле мĕнле хатĕрленеççĕ?

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕл тапхăрне мĕнле хатĕрленипе паллашас тĕллевпе «Сатурн» ЯХПКра пулнă.

Çĕнĕ Пăвара вырнаçнă ĕне ферминче хальхи вăхăтра 653 мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутран 164-шĕ — сăвăнакан ĕнесем. Кăçалхи 9 уйăхра пĕр ĕнерен 4592 килограмм сĕт сунă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 609 килограмм нумайрах.

Хĕле хатĕрленсе фермăра юсав ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçланă, витесене дезинфекци туса шуратнă. Кăçал çу уйăхĕнчен пуçласа фермăра 120 пуç вырнаçакан пăру витине юсаса çĕнетессипе ĕçленĕ, халĕ çак пысăк калăпăшлă ĕçе вĕçленĕ. Ĕне витинче навус кăларакан тытăма улăштарма, апат сĕтелĕ вырнаçтарма хал çитернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 5 миллион тенкĕ тăкакланă.

Ĕне выльăхсене хĕл кунĕсенче тăрантарма кашни çул çирĕп апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ «Сатурн» хуçалăхра. Кăçал кунта 185 тонна утă (планпа пăхса хăварнинчен 67 процент), 2650 тонна сенаж (183 процент), 1356 тонна силос (113 процент) хатĕрлеме пултарнă.

Ертỹçĕсем хуçалăхри ĕç-хĕлпе кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code