Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йăнăшсенчен вĕренетпĕр

Йăнăшсенчен вĕренетпĕр

2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа «Меркурий» тытăмра пурнăçламалла. Чăваш Енре ку енĕпе аван ĕçленине палăртмалла. Ака уйăхĕнче кăна электронлă ветеринари докуменчĕсемпе /ЭВД/ усă курнă 11550 хуçалăх-предприяти хăйсен продукцийĕсене ăсатнă.

Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра та Россельхознадзорăн республикăри управленине «Меркурий» тытăмра ĕçлеме пароль тата логин пама ыйтса çыраççĕ. Çак тытăм 2015 çултанпах ĕçлет. Чăваш Республикинче çав тапхăртанах ĕçлеме тытăннă предприятисем те пур.

Малтанхи çулсенче çак йыш пысăках пулмарĕ. Анчах та ветеринари докуменчĕсем электронлă кăна пуласси çинчен калакан саккун вăя кĕнĕ хыççăн предприяти-хуçалăхсен, организаци-учрежденисен активлăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Мĕншĕн тесен продукци туса кăлараканăн та, ăна туянаканăн та çак тытăма кĕмелле.

Тĕрĕссипе, хальлĕхе ку тытăмра ĕçлеме хăнăхса пыратпăр тесен те йăнăш мар. Ыйтăвĕсем те нумай. Кашни кун тенĕ пекех управление шăнкăравлакансем сахаллăн мар.

Аттестациленĕ специалистсем кирлĕ

Республикăра ЭВД хатĕрлекен специалистсем çитмеççĕ. Аттестациленĕ специалистсем кирлĕ пулнине палăртаççĕ Россельхознадзорта. Анчах та аттестаци тухас шутлисем питĕ сахаллăн. Хальлĕхе, сăмахран, пĕр специалиста кăна аттестациленĕ, виçĕ çынна аттестацилеме май килмен. Çапла майпа «Меркурий» тытăмра ĕçлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – кадр ыйтăвĕ.

Йăнăш çине-çинех

Ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа хатĕрленĕ чухне йĕркене пăхăнманни – хиврен калаçмалли тепĕр самант. Çавна май выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ хатĕрлекен хуçалăхсене те, ветеринари учрежденийĕсене те явап тыттарма тивет. Иртнĕ çул, сăмахран, кайăк-кĕшĕк грипĕ тухнăран карантин йĕрки туса хунă хăш-пĕр районта ЭВД çырнă тĕслĕхсене тупса палăртрĕç специалистсем. Паллă ĕнтĕ, карантин тапхăрĕнче çав территорирен нимĕнле кайăк-кĕшĕке те илсе тухма, кĕртме те юраман. Апла пулсан электронлă ветеринари докуменчĕ пирки те сăмах пулма пултарайман. Тата тепĕр тĕслĕх: кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприяти çурма хатĕр продукци тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем кирлине пĕлмен-ши; Çурма хатĕр продукцие асăннă документсăрах туса кăларнă та, сутнă та. Мĕнле какайран – кам пĕлет?

Лейкозпа чирлени сĕт хăрушсăрлăхĕнче иккĕлентермелле пулнă та…

Чир-чĕр темине тăснă май, лейкозлă хуçалăхсенчен те сĕт йышăннă иккен ăна пухакансем. Шел те, çакнашкал тĕслĕхсем сахал мар. Ветеринари йĕрки тăрăх, лейкоз тупса палăртнă хуçалăхри чĕр тавара сĕт тирпейлекен предприятие кăна ăсатмалла – ăна кунта сиенсĕрлетеççĕ.

Сĕт йышăнакан предприятисене килекен ветеринари докуменчĕсене тĕрĕсленĕ май, чĕрĕ сĕте вăл ăçтан пулнине пĕлмесĕр-палăртмасăрах илсе килни те çиеле тухнă.

Ял халăхĕнчен пухнă сĕт тĕлĕшпе каламалли тата пур. Тирпейлекен предприятисене ăсатнă чухне сĕт ветеринарипе санитари енчен йĕркеллĕ пулнине çирĕплетекен справка кирлех. Анчах çак йĕркене пур чухне те шута хумаççĕ. Е тата: сĕте тĕрĕслемесĕрех справка параççĕ-мĕн.

Юлашки операци

Чăваш Республикинче час-часах тĕл пулакан тепĕр пулăм пирки уйрăммăн чарăнса тăрар. «Меркурий» тытăмра «Гашение ВСД» текен операци пур. Вăл е ку продукци вырăна çитнине çирĕплетсе çакна пурнăçламалла. Анчах та нумай çĕрте çак процедурăна сивлеççĕ иккен. 2018-2019 /çу уйăхĕччен/ çулсенче пĕтĕмпе 713193 документа «сÿнтермен». Пирĕн регионта ку енпе 17 хуçалăха палăртнă.

Биологи юлашкийĕсене йышăннине те вăхăтра çирĕплетмен. Выльăхсен виллисен тĕлĕшпе «Меркурий» тытăмра пĕтĕмпе 4777 документ хатĕрленĕ. Çав шутран 2019 çул пуçламăшĕ тĕлне 945-шне «сÿнтермен». Йĕрке тăрăх, биологи юлашкийĕсене йышăннине талăк хушшинче çирĕплетмелле. «Сÿнтермен» тĕк – выльăх виллине палăртнă вырăна илсе çитермен пек пулса тухать.

2018-2019 çулсене тишкернĕ май, Россельхознадзор специалисчĕсем çапла пĕтĕмлетеççĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсенчен 16,73 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса кăларакан предприятисен айăпĕ. 83,27-шĕ – ветеринари службин специалисчĕсен.

Çÿлерех каланисĕр пуçне, выльăх-чĕрлĕх продукцине ятарласа сиенсĕрлетмесĕрех ЭВД хатĕрленĕ тĕслĕхсене асăнмалла. Çак процедура сиенлĕ тата чире яракан организмсене пĕтерме пулăшать. Продукци хăрушсăрлăхĕпе те çакă тачă çыхăннă.

Ятарлă чĕркеме вырнаçтармасăр та ЭВД çырмалла мар. Сивĕтнĕ какай тĕлĕшпе те ЭВД кирлĕ мар. Çапах асăннă тытăмра çавнашкал документсем пур иккен.

Пĕтĕмпе ЭВД хатĕрленĕ чухне йĕркене пăснăшăн 2018 çулта 38 хутчен асăрхаттарса çырма тивнĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code