Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурс çĕнтерÿçисене чысланă

Конкурс çĕнтерÿçисене чысланă

Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинчи конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. 

Чи малтанах Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ С.Каликова ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсемпе библиотека ĕçченĕсене ачасене кĕнеке юратма вĕрентнĕшĕн тав турĕ.
Конкурс кăçалхипе саккăрмĕш хут, тăватă номинаципе иртрĕ. Унта  4 çултан пуçласа 84 çулхи таран 83 çын хутшăннă.

«Ман юратнă кĕнекен хăйне евĕрлĕхĕ» номинацие хутшăнакансем издательство кăларнă кĕнекесене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса панă. «Юратнă кĕнекери чи кăмăла кайнă сăнар» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк», «Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке», «Эпĕ чăваш кĕнеке издательствин кĕнекине суйлатăп» номинацие хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç.

Шăмалак шкулĕнче вĕренекен Вероника Усанова конкурса Г.Волковăн «Кил илемĕ» кĕнекери хайлав тăрăх ÿкерчĕк тăратнă. Унăн ĕçне жюри членĕсем тивĕçлипе хакланă. Вăл издательствăн дипломĕпе парнине тивĕçрĕ. Ÿкерчĕк калăпласа 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ Вероника хăй çырнă «Аннеçĕм», унăн амăшĕ Венера Усанова Çеçпĕл Мишшин «Чăваш арăмне» сăввисене чуна тивмелле вуласа пачĕç. «Мьюзик клаб» юрă студийĕн вĕренекенĕсем – Антон Кудряшовпа Полина Федотова – илемлĕ юрăсем шăрантарса уява илем кÿчĕç.

Ольга ФЕДОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code