Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яманчỹрелĕнчи пĕрремĕш çыравçă

Яманчỹрелĕнчи пĕрремĕш çыравçă

Пирĕн тăрăхра хаçатпа туслă çыхăну тытма пуçланă пĕрремĕш çын — Георгий Рахмуллин. Вăл 1920 çулта Яманчỹрел ялĕнче çуралнă. Кунтах ĕçлесе пурăннă. Пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен Шăмалака утнă. Питĕ тăрăшса вĕреннĕ.

1932 çулта Елчĕкре, ун чухне Кĕçĕн Елчĕк районĕ, «Колхоз ялавĕ» хаçат тухма пуçланă. Паллах, ача-пăчана та çак пулăм савăнтарнă, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм хускатнă.

— 1934 çулхи хĕл кунĕнче эпĕ «Колхоз ялавĕ» (вырăсла «Знамя колхоза») хаçата пĕр заметка çыртăм. Вăл часах пичетленсе тухрĕ, — çапла аса илнĕччĕ Георгий Александрович 1985 çулта. — Ун хыççăнах редакцирен малашне мĕнле ыйтусене хускатмалли пирки çыру çитрĕ. Тăрăшса, хĕпĕртесе çырса тăма тытăнтăм вара хаçата.

Ун чухне вăл 14 çулта пулнă. Кỹршĕ яла шкула çỹрекенскер çут çанталăка, ял тăрăхне сăнлама пултарнă тавçăруллă та илемлĕхе курма пĕлнĕ ача.

16 çула çитсен вара район хаçатне тăтăшах заметкăсем ăсатнă. Хăйĕн хайлавĕсенче ял пурнăçне, колхоз çĕкленнине çырса кăтартнă, çитмен-лĕхсене те курма пĕлнĕ. Çакна редакци архивĕнче упранса юлнă «Колхоз ялавĕн» малтанхи çулсенче тухса тăнă номерсенчи материалсем те çирĕплетеççĕ. 1936 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнчи «Хăçан ĕçе вĕренеççĕ» заметкăра çапла çырать вăл: «Пирĕн ялсенче кино ахаль те час-часах пулмасть те, çавăнпа хутран-ситрен килсен, колхозниксем хаваспах кино курма пухăнаççĕ. Акă, Яманчỹрелĕнче чылай кино пулмасăр тăнă хыççăн «Тихий Дон» ятлă кинокартина илсе килнĕ…»

Хаçатăн тепĕр номерĕнчех (вăл виçĕ кунта пĕрре тухса тăнă) çĕнĕ заметка пичетленнĕ. Унта автор «Молот» колхоз пурнăçĕ çинчен пĕлтернĕ. Ялта çак колхоз йĕркеленни Георгий Рахмуллин куçĕ умĕнче пулса иртнĕ-çке. «Единомышленниксем агроправилăна пăсаççĕ», «Сỹтсе яврăмăр», «Комсомолецсем тĕрĕслеççĕ», «Сачковпа пĕрле» хыпарсем те умлă-хыçлăн район хаçатĕнче кун çути курнă.

1936 çулта Георгий Рахмуллин ялти хыпарсене пĕлтерсех тăнă. Вăл хăйĕн заметкисенче кулленхи пурнăçри ыйтусене çутатма тăрăшнă. Алăран калем яманскерĕн кунран-кун çырас ăсталăхĕ ỹссе, хастарлăхĕ хутшăнса пынă, çирĕплĕхĕ те туптаннă.

Георгий Александрович Патăрьелĕнчи педагогика училищинче ăс-хакăлне ỹстернĕ. Пултарулăхне кура ăна район хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1940 çулхи май уйăхĕнче «Колхоз ялавĕ» хаçатăн ответлă секретарьне лартаççĕ. Ачаран юратнă çырас ĕç унăн кăмăлне каять, пысăк çĕкленỹпе вăй хурать.

Редакцире ĕçленĕ вăхăтра çамрăка Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. 1946 çулта салтак шинельне мирлĕ ĕç тумĕпе улăштарать: пĕр вăхăт район хаçат редакцийĕнче ял хуçалăх пайĕнче тăрăшать. Анчах та педагог профессийĕ хăй патнех туртнă ăна. 1949 çулта вăл шкула куçать те мĕн пенсие тухичченех тăван шкулта ачасене вĕрентет. Çав вăхăтрах район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать.

Хăйĕн вĕренекенĕсене пĕчĕкренех сăмах илемне туйма хăнăхтарнă, тĕрлĕ хаçат-журналпа çыхăну тытма хавхалантарнă. Ахальтен мар-тăр Надежда хĕрĕ журналист профессине суйласа илнĕ. Паян та «Хыпар» хаçатра ырми-канми тăрăшать.

Г.Рахмуллин общество ĕçне те хастар хутшăннă. 10 çул ялти парти организацине ертсе пынă, 12 çул «Слава» колхозăн ревизи комиссийĕн членĕнче тăнă. Хастар ялкора 1970 çулта халăх сучĕн халăх заседательне суйланă. Вăл 1950 тата 1970 çулсенче ирттернĕ Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕсенче хастарлăхпа палăрнă. Рабочи тата ялти корреспондентсен Чăваш Республикинчи 2 съездне делегат пулса хутшăннă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех пултаруллă çыравçă тарăн шухăшлă тĕрленчĕксемпе очерксем çырнă. Паллах, ялкорсен çитĕнĕвĕнче хаçат-çăсен тỹпи те пысăк. Вĕсем çамрăк авторсемпе, тин çеç заметка çырма тытăннисемпе тачă çыхăну тытнă: кашнинех ăнлантарса çырусем янă, тĕл пулусем ирттернĕ, редакцие чĕнсе илнĕ, парнесем парса хавхалантарнă, вĕрентсе пынă.

Ялкорсен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе редакци «Рабоче-крестьянский корреспондент» журнала 1973 çулта чылай пултаруллă ялкора тỹлевсĕр çырăнса панă. Тĕрлĕ конкурссем ирттерни те ялти корреспондентсене хавхалантарнă.

Георгий Александрович вулакансене ытларах колхоз çамрăкĕсен пурнăçĕпе, хуçалăхра малта пыракансен опычĕпе паллаштарнă. Вăл хаçат редакцийĕ ирттерекен конкурссене кăмăлтанах хутшăннă. Унăн ĕçĕсене журналистсем пысăка хурса хакланă. Акă, юбилей умĕнхи, 1967 çулта ирттернĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ жюри çак ялкорсен очеркĕсене чи лайăххисем тесе йышăннă: А.Романов, А.Кучков, А.Никитин, А.Аверкин, М.Кадышев. Вĕсен йышне Яманчỹрелĕнчи Г.Рахмуллинăн «Хĕрỹ вăхăт» очеркĕ те кĕнĕ.

1972 çулта хаçат редакцийĕ «Эпир совет çыннисем» рубрикăпа вулакансемпе ялкорсен хушшинче чи лайăх очерксен, калавсен, фотоэтюдсен смотр-конкурсĕнче пĕрремĕш премие Петр Сидоров (Лаш Таяпа), иккĕмĕшне Георгий Рахмуллин (Яманчỹрел), виççĕмĕшне Антонина Карсакова (Çирĕклĕ Шăхаль) тивĕçнĕ. Педагог-çыравçăн пичет ĕçне хастар хутшăннăшăн панă наградăсем те чылай.

Г.Рахмуллин çырнă тĕрленчĕксемпе очерксенче «Молот» (каярахпа «Слава») колхоз пурнăçĕ тата историйĕ, Яманчỹрелсен кун-çулĕ çырăнса пынă, ял ĕçченĕн сăнарĕ сыхланса юлнă. Паян вара Георгий Александровичăн ĕçĕсем хăйсем те истори материалĕсем пулса тăраççĕ.

Роза МАКАРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре:Г.Рахмуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code