Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сирĕн хăрушсăрлăх — сирĕн алăра

Сирĕн хăрушсăрлăх — сирĕн алăра

Хальхи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн нормативлă докуменчĕсенче пурăнмалли вырăнсене тĕтĕмпе пушар тухнине пĕлтерекен автономлă хатĕрсем (извещательсем) вырнаçтармаллине çирĕплетнĕ.

Çак хатĕр пỹлĕмре çулăм хыпса илнине тĕтĕм урлă палăртать. Вăл чăнах та питĕ паха прибор. Юлашки тăватă çулта республика территорийĕнче граждансен хăш-пĕр категорийĕсем пурăнакан 1516 вырăнта 2 пине яхăн çакăн пек хатĕр вырнаçтарнă. Юлашки икĕ çулта вĕсем 13 хутчен пушар тухнине пĕлтернĕ. Вĕсем пулăшнипе 52 çынна çăлма май килнĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ çынсене çак хатĕре ирĕклĕн туянма май туса парас енĕпе ĕçлет. Çав вăхăтрах халăха ку енĕпе улталанă тĕслĕхсем те нумайланнă: палламан хăнасем Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем пек пулса граждансене нумай хут хаклăрах хакпа çав хатĕрсене сутаççĕ. Вĕсем çав прибора вырнаçтармасан çынсене штрафласси пирки каласа хăратаççĕ. Ултавçăсем хваттерĕн вентиляцине е электропралуксене, газ оборудованине, балконăн е лоджин пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслеме килнĕ пек туса çынсене асăннă хатĕрсене туянма тата вырнаçтарма, пенсионерсене 50 процент чакарнă хакпа — 3 пин тенкĕ вырăнне 1,5 пин тенкĕпе «çеç» туянма сĕнеççĕ. Ытларах чухне вĕсем сутакан модельсем — чи йỹннисем, вĕсем 200-300 тенкĕ çеç тăраççĕ. Тата çак приборсен сертификат пуррипе çукки, вĕсем ĕçлеме юрăхли иккĕлентерет. Чи хăратаканни вара хаклă хакпа туянни мар, çăлав службин сотрудникĕсем пек пулса çурта ултавçăсем кĕни. Вĕсенчен тем те кĕтме пулать.

Аса илтеретпĕр: МЧС ĕçченĕсем çакăн пек техника продукцине сутмаççĕ, коммерци ĕçĕ пурнăçламаççĕ. Рейдсене тухас пулсан та вĕсем формăпа çỹреççĕ, служба удостоверенийĕ кăтартаççĕ, инструктаж ирттерсе оперативлă лару-тăру çинчен калама, памятка пама пултараççĕ. Кун пек калаçусене пỹрт алăкĕ патĕнче, шала кĕмесĕр ирттереççĕ. Пушар тухнине пĕлтерекен автономлă хатĕрсене (извещательсем) вара йывăр социаллă лару-тăрури граждансене, нумай ачаллă çемьесене республика тата федераци шайĕнчи программăсемпе килĕшỹллĕн тỹлевсĕр майпа вырнаçтарса параççĕ.

Сирĕн пата палламан хăнасем килсе мĕн те пулин туянма сĕнсен асăрхануллă пулăр, ултавçăсен аллине ан çакланăр. Çỹлерех асăннă пек хатĕрсем туянма сĕнекенсем пулсан вара вырăнти полици уйрăмне е «102» телефонпа шăнкăравлăр.

В.ДАВЫДОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code