Округра шывра ишессипе чемпионат иртнĕ.
Шкул ачисем 10, çитĕннисем 9 ỹсĕм категорийĕнче тупăшнă. Шкулсенчен малти вырăнсене Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк, территори пайĕсенчен Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк, Аслă Таяпа командисем йышăннă. Хăш-пĕр территори пайĕсен администрацийĕсем ăмăртăва пĕрер çын тăратнипех çырлахнă.

